16 мая 2012 г.
«Ĕç пуçлама вăхăтне пĕлес пулать»,— тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçланине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Уйрăмах çакă çĕр ĕçченĕсене пырса тивет. Ара, вăхăтра çĕре сухаласа, вăрлăха акса-лартса хăварнипе кĕркунне епле тухăç илесси тÿрремĕнех çыхăннă-çке. Паянхи кун районти пур хуçалăхра тенĕ пекех çĕр улми лартма пуçланă ĕнтĕ. Уйрăмах «Слава картофелю» агрофирмăн уйĕсенче ĕçсем хĕрÿ пыраççĕ. Лару-тăру мĕнлерех пулнипе вырăнта паллашас тĕллевпе агрофирмăн Хирти Шăхасан ялĕ çывăхĕнчи участокне çитсе куртăмăр.
Çĕр ĕçченĕсем çурхи ырă хĕвеллĕ çанталăкпа туллин усă курма тăрăшни кунта çитсенех палăрчĕ. Уйра техника шавĕ пĕр самантлăха та чарăнмасть, тракторсем пĕрин хыççăн тепри кĕрлесе иртеççĕ, йăран хыççăн йăран çĕр улми лартса хăвараççĕ.
Агрофирма çĕнĕ технологисемпе усă курса лайăх тухăç туса илнипе республикипех палăрса тăрать. Халĕ те уйра тĕрлĕрен техникăна курма пулчĕ. Чи малтанах Сергей Павловпа Иван Тарасов хăйсен «тимĕр учĕсемпе» лартма çĕр хатĕрлеççĕ, доминаторсемпе çемçетсе иртеççĕ. Валерий Сумзинпа икĕ Дмитрий Галзанов хире сажалкăсемпе тухнă. Çанталăк лайăх чухне «иккĕмĕш çăкăр» уйĕнчи ĕçе вĕçлеме ĕлкĕрес тесе вĕсем ывăнма пĕлмесĕр тăрăшаççĕ. Çĕр пиçсе çитнĕ май кашни самант хаклă пулнине пĕлеççĕ механизаторсем. Çавăнпа та шаннă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлассишĕн вăй хума ÿркенмеççĕ.
Çĕр улми лартакансене вăрлăхпа тата удобренипе тивĕçтересси те кал-кал пулса пырать. Геннадий Михеев КамАЗпа, Николай Скобелев погрузчикпа кунне вуншар рейс тăваççĕ. Вăрлăха вăхăтра турттарса килни ĕç кăлтăксемсĕр пырассине пĕлтернине ăнланса тăрăшаççĕ вĕсем.
«Иккĕмĕш çăкăр» хирĕнче çамрăк агрономпа Алексей Табаковпа та тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Патăрьел каччи тинтерех çеç ĕçлеме пуçланă-ха, çапах та хуçалăхри ĕçсем уншăн çывăх пулни палăрчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, агрофирмăра çурхи ака-суха вăхăтĕнче пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Маттур механизаторсем акана ăнăçлă ирттерессе шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"