12 мая 2012 г.
Шурут вăтам шкулĕнчи 5-мĕш класра 18 ача ăс пухать. Вĕсем питĕ пултаруллă, тăрăшса вĕренеççĕ. Каланине итлеççĕ, тĕрлĕ кружоксене çÿресе тавра курăмне анлăлатаççĕ.
Класри чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри — Алиса Голубева. Вăл 3-мĕш класра вĕреннĕ чухнех вырăс чĕлхипе ирттернĕ районти олимпиадăна хутшăнса 3-мĕш вырăн йышăннă. 4-мĕш класра чухне вара 1-мĕш вырăна тухса президент елкине кайма тивĕçлĕ пулнă.
Алиса — анлă тавра курăмлă, нумай япалапа интересленекен хĕр ача. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл час-часах Самарта, Шупашкарта пулать, музейсене кĕрсе тухать, хулари паллă вырăнсемпе паллашать. Килти ĕç-сенчен те пăрăнмасть: выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшать, пÿлĕмсене тирпей-илем кĕртет, пахчара ĕçлет. Шкулта ĕç уро-кĕсенче çĕлеме, тĕрлеме хăнăхать. Ваттисене хисеплет Алиса, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет, час-часах Шурутри ветерансен çуртне пырса каять.
Хĕр ачан ашшĕпе амăшĕ те тăрăшуллă çынсем. Ашшĕн, Александр Васильевичăн, тума пĕлмен ĕçĕ çук та пулĕ. Амăшĕ, Алина Никоновна, ветерансене кунсерен тутлă апат пĕçерсе çитерет. Алиса та, амăшĕ пек, техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме вĕренме ĕмĕтленет.
Источник: "Каçал Ен"