АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейри кооператорсен делегацийĕ – пирĕн районта

14 апреля 2012 г.

Апрелĕн 10-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Россия Федерацийĕнчи потребительсен обществисен представителĕсен 138-мĕш пĕрлехи Пухăвĕ иртнĕ. Чăваш Республикине 70 регионтан пĕрлехи Пухăвăн 240 яхăн участникĕ килсе çитнĕ. Пухăннисем Центросоюз тытăмне кĕрекен потребкоопераци организацийĕсен 2011 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă. Çавăн пекех Россия Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май 2012 çулта мĕнле çул-йĕрпе аталанмаллине палăртнă, пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене пăхса тухнă. Тĕл пулура тата «Уй-хиртен тавар сентри таран» сăнчăр мĕнле ĕçлени тавра та калаçу пулнă. Канашлăва хутшăнакансенчен хĕрĕхĕшĕ çав кун Комсомольски районне çитсе курчĕ.

Хăнасене Комсомольски район администраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Карпеев кĕтсе илчĕç, салам сăмахĕсем каларĕç. РФ Центросоюзĕн делегацийĕ Комсомольски райповĕн суту-илÿ предприяти-йĕсенчен пирваях автозаправка станцийĕпе, «24 часа» магазинĕпе паллашнипе пуçларĕ. Çăкăр заводĕнче вара кунта кăларакан продукцие ас тивсе пăхрĕç, ассортимент пуяннинчен тĕлĕнчĕç. «Стройхозтовары» магазин та хăвачĕпе, тавар туянакансем валли пĕтĕм услови туса панипе хăй патне илĕртнине палăртрĕç кооператорсем.

Канашлăва хутшăнакансем çавăн пекех Аслă Чурачăк ялĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕн, район центрĕнчи «Хуçалăх таварĕсем», «Суту-илÿ çурчĕ», «Гастроном» суту-илÿ точкисен, аптекăн, производство комбиначĕн, обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашма та ĕлкĕрчĕç. Комсомольски райповĕн чылай магазинĕнче самообслуживани тытăмĕ вăйра, çакă тавар туянакансемшĕн чăннипех те питĕ меллĕ.

«Уй-хиртен тавар сентри таран» сăнчăр мĕнле ĕçленипе паллашнă май аякран килнĕ хăнасем вырăна тухса ирттернĕ канашлу программи питĕ пуян тата усăллă пулнине палăртрĕç. Çак тема тавра Россельхозбанкăн Комсомольскинчи хушма офисĕнче те калаçу пулчĕ. Асăннă банкăн Чăваш Енри уйрăмĕн директорĕпе Ирина Письменскаяпа Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев кирек мĕнле проекта пурнăçа кĕртнĕ чух та пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура ĕçленине каласа пани хăш-пĕр регионсенчи ĕçтешĕсене кăштах ăмсантарчĕ те пуль.

Канашлăва килнисем пирĕн районти потребительсен обществи чăннипех те аван аталанса пынине, кунта вĕренмелли нумаййине палăртрĕç.

Чăнах та ĕнтĕ, çулсеренех ялти магазинсене юсаса çĕнетес ĕç пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем уçаççĕ. Акă, 2011 çулта хута кайнă производство комбиначĕ пĕçернĕ çăкăр-булка, кондитер изделийĕсене, аш-какайран хатĕрленĕ апат-çимĕçе хамăр районта çеç мар, Чăваш Енри ытти тăрăхсенче те, Тутарстанра та хапăлласах туяннине пĕлтерчĕ цех заведующийĕ Елена Розова. Çавăнпах илекен тупăш калăпăшĕ уйăхсерен ÿссе пырать.

Апрелĕн 11-мĕшĕнче вара Пĕтĕм Раççейри семинар-канашлура ял хуçалăх продукцине тирпейлесе вырнаçтарасси, «Уй-хиртен тавар сентри таран» сăнчăр Чăвашпотребсоюз организацийĕсенче епле пурнăçланнине сÿтсе явнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика