31 марта 2012 г.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче маттур вĕренекенсем йышлă. Вĕсенчен пĕри — Анна Ярлыгина. Вăл Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнчен кашни кунах шкула кÿршĕ яла çÿрет. Хĕр ача 11-мĕш класра пĕлÿ пухать. Пĕрремĕш класранах пур предметпа та «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать вăл. «Ытларах мана вырăс чĕлхи, обществознани, физкультура предмечĕсем кăмăла каяççĕ»,— терĕ кăштах шухăша кайса Анна.
Хĕр ача обществăлла ĕçсенчен те айккине пăрăнса юлмасть. Вăл — шкулти çамрăксен «Çăлкуç» ятлă пĕрлешÿ ертÿçи, класс тулашĕнчи ĕçсене пĕлсе йĕркелесе пырать.
Тантăшĕсене вăл яланах пулăшма хатĕр, кирлĕ сĕнÿсем парать. Хушнă ĕçрен нихăçан та пăрăнмасть. «Ăçтан пурне те ĕлкĕрет-ши вăл;» — тесе тĕлĕнеççĕ вĕрентекенсем те.
Олимпиадăсене хутшăнса кашни çулах шкулта, районта тата республикăра ăсталăхĕпе палăрать, малти вырăнсене йышăнать. Кăçал та районта вырăс чĕлхи олимпиадинче 1-мĕш, географипе 2-мĕш, обществознанипе, экологипе, вырăс литературипе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕ. Православи культурипе вара районта 1-мĕш вырăн, республикăра иртнĕ çул 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
Анна пушă вăхăтра кĕнеке вулама тата сăвăсем çырма юратать. «Волейбол — ман юратнă вăйă. Студентсен командинче те выляма ĕмĕтленетĕп эпĕ»,— тесе хучĕ вăл шÿтлерех.
Вĕрентекенсем Анна Ярлыгинапа мухтанаççĕ, вĕренекенсем унран тĕслĕх илеççĕ. Ăçта вĕренме каясси çинчен ыйтсан, Анна çакăн пек каларĕ: «Эпĕ çынпа хутшăнса ĕçлемелли професси илесшĕн».
Халĕ вара вăл пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленет. Эпир Аннăна ăнăçу сунатпăр. Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"