31 марта 2012 г.
2003 çултанпа мартăн 10-мĕшĕнче Раççейри архивистсем хăйсен професси уявне — Архивсен кунне — паллă тăваççĕ. Архивсен тĕп тĕллевĕ — халăхăн пуян та иксĕлми историпе культура еткерне упраса хăварасси.
Архив ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Тĕп ĕçсенчен пĕри — учрежденисемпе предприятисем документсене саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеленине, шута илнине, упранине тата усă курнине тĕрĕслесе тăрасси, упрасси.
Архив ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен район администрацийĕн архив ĕçĕсен тĕп специалисчĕпе Валентина Николаевна Шингаловăпа курса калаçрăм.
— Валентина Николаевна, паянхи куна район архивне миçе учреждени, предприяти, организаци докуменчĕсем килеççĕ?
— 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район архивĕнче 161 учрежденин, предприятин, организацин 19 пине яхăн документ упранать. Юлашки çулсенче районта чылай ял хуçалăх предприятийĕсем, организацисем панкрута тухрĕç. Раççей Федерацийĕн 2003 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă 127-мĕш саккунĕн («О несостоятельности (банкротстве)») 129-мĕш статйипе килĕшÿллĕн панкрута тухнă предприятисемпе организацисем документсене район архивне параççĕ. Паянхи куна пирĕн архивра панкрута тухнă 11 организаципе предприятин докуменчĕсем упранаççĕ. Вĕсем: «Красный маяк», «Культура», «Красный Октябрь», «Тукай», «Киров», «Молочный завод» тата ытти те. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ĕçлемен предприятисемпе организацисен докуменчĕсем пирĕн пата çитмен. Çавна пула 100-шер çын хăйсене кирлĕ документсене тупаймасть. Халĕ район архивне 54 учреждени, предприяти, организаци докуменчĕсем килеççĕ.
— Вĕсенчен лайăх енĕпе хăшĕсене палăртма пулать?
— Çĕр-шывра иртекен экономика, пенси реформи, архив ĕçĕсем çинчен калакан саккунсем йышăнни предприяти, организаци ертÿçисен яваплăхне ÿстерчĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ йĕркепе туса, шута илсе, упраса пыраççĕ. Вĕсем: налук службин 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕ (В.А.Антонов), район прокуратури (В.А.Гришин), «Луч» (Н.М. Иванов), «Дружба» (Р.М.Мансуров) ЯХПКсем тата ыттисем те. Аса илтермесĕрех документсене йĕркене кĕртсе район архивне парасси вĕсен ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.
— Валентина Николаевна, архивра мĕнле организацисемпе предприятисен докуменчĕсем пачах та çук;
— «Комсомольская СХТ», «Агропромхимия» пĕрлешĕвĕн, «Эмитрон» завод филиалĕн, «Химик» тата ытти предприятипе организацин харпăрлăх формине ылмаштарнă хыççăн документсене район архивне паман. Вĕсене темиçе хутчен те асăрхаттарнă, апла пулсан та архив законодательствине сĕмсĕррĕн пăсаççĕ.
— Архивăн тата епле ĕçĕсем; Тĕплĕнрех паллаштарăр-ха?
— Архивăн тепĕр ĕçĕ — паллă çынсем харпăр хăй архивĕсем (личный фонд) пухасси. Хальлĕхе район архивĕнче кун пек фонд уçăлман тесен те тĕрĕс пулĕ.
Кашни район çынни архива хăйĕн докуменчĕсемпе пуянлатма пултарать: тĕрлĕ наука ĕçĕсем, сăвă-юрăсем, ал çырăвĕсем, сăн ÿкерчĕксем тата ытти те.
— Эсир миçе çул ĕнтĕ пĕр-пĕччен район архивĕн ĕçĕсене туса пыратăр. Йывăрлăхсем пур-и?
— Район администрацийĕ архив ĕçне аталантарма çителĕклĕ тимлĕх уйăрма тăрăшать.
Федераллă тата республика шайĕнче йышăннă саккунсем улшăнсах тăнипе район архивне килекенсен йышĕ ÿссех пырать. Вĕсен ыйтăвĕсене туллин татса парасси вара предприятисем, организацисем, учрежденисем документсене тĕрĕс йĕркелесе, шута илсе, упраса район архивне панинчен килет.
Акă, нумаях пулмасть Чăваш Республикин Президенчĕ йышăннă «Ĕç ветеранĕ» ята парасси çинчен саккун вăя кĕрсен çак ыйтупа 300 ытла çын заявленипе килчĕ.
— Калаçушăн тавтапуç, Валентина Николаевна. Ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"