АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат-çимĕç хакĕсене танлаштарнă

02 марта 2012 г.

Чăвашстат 2011 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчи тата кăçалхи мартăн 26-мĕшĕнчи апат-çимĕç хакĕсене танлаштарнă. Çапла пĕлтĕр аван тухăç пулнă пирки кĕрпесен хакĕ чакни палăрнă: хура тул — 8,16 тенкĕ, вир — 6 тенкĕ, рис — 1,57 тенкĕ йÿнелнĕ. Тип çу хакĕ — 7,52 тенкĕ, услам çу — 9,44 тенкĕ чакнă.

Пахча çимĕç хакĕсем вара ÿснĕ. Купăстана 3,13 тенкĕ (54 процент), кишĕре 1,65 тенкĕ (14 процент), çĕр улмине 0,56 тенкĕ (6 процент) ытларах парса туянма тивет. Çакă çуркунне пахча çимĕç запасĕсем чакса пынипе çыхăннă.

Сахăр песукĕн хакĕ — 4,03 тенкĕ, тăварăн — 0,52 тенкĕ, тулă çăнăхĕн 0,46 тенкĕ ÿснĕ.

Çавăн пекех чăх çăмартин хакĕ 6 процент пысăкланни палăрать. Çакă Мăнкун умĕн çак тавара вăйлă туяннипе çыхăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика