АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулезран вăхăтра сипленмелле

28 марта 2012 г.

 

Мартăн 24-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери туберкулез чирĕпе кĕрешмелли кун шутланать, шăпах çак кун 1882 çулта Роберт Кох чир пуçласа яракан туберкулез палочкисене шыраса тупнă.

Паянхи кун, Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Çĕр чăмăрĕ çинчи халăхăн 1Ÿ3 пайне яхăн туберкулез инфекцийĕ пур. Çĕнĕрен те çĕнĕ эмелсем шутласа кăлараççĕ пулсан та, çак чирпе çулсерен миллионшар çын вилет.

2011 çулта районта туберкулезăн активлă формипе чирленĕ 18 çынна регистрациленĕ. Çакă 2010 çулхинчен 2,3 хут пысăкрах. Чире Александровка, Комсомольски, Хирти Сĕнтĕр, Шурут, Аслă Çĕрпÿел, Хырхĕрри ял поселенийĕсен территорийĕсенче тупса палăртнă.

Туберкулез ытларах чухне сывлав органĕсене, пÿрене, пыршăлăха, шăмăсене сиенлет. Вăхăтра сиплемесен вилĕм патне илсе çитерет.

Туберкулез палочкисем темиçе уйăх таран та пурăнма пултараççĕ. Сивĕрен хăрамаççĕ вĕсем, шывра кăшт вĕретнине вара чăтаймаççĕ. Хĕвел çинче 1—2 сехетренех вилеççĕ. Çавăнпа та нÿрĕ тата тĕксĕм пÿлĕмсенче пурăнакан çынсем туберкулезпа нумайрах чирлеççĕ. Çавăн пекех çителĕксĕр апатланакансен, пирус туртакансен, эрехпе, наркотиксемпе иртĕхекенсен, ВИЧ-инфекциллĕ çынсен чирлес хăрушлăх пысăк.

Туберкулез чылай чухне чирлĕ çынран е чĕр чунран сывлăш урлă ерет. Ÿсĕрнĕ-сунасланă чухне чирлеттерекен микробсем 9 метр таран саланма пултараççĕ.

Туберкулезăн тĕп паллисем: 3 эрне ытла тăсăлакан ÿслĕк, ÿт температури хăпарни, çĕрле тарлаттарни, вăй çукки, çын начарланса пыни.

Туберкулез ересрен мĕнле сыхланмалла-ха? Пÿлĕме тасалăхра тытмалла, час-часах уçăлтармалла, тусана йĕпетсе шăлмалла. Унсăр пуçне сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла, 2 çулта 1 хутчен те пулин флюорографи тухмалла. Ан манăр: вăхăтра тупса палăртнă туберкулеза сиплеме пулать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика