28 марта 2012 г.
Нĕркеç ялĕнчи чи хисеплĕ çынсенчен пĕри — Елизавета Волкова. Вăл нумай çул ĕнтĕ Нĕркеçри тĕслĕх библиотекăра вăй хурать. Елизавета Петровна ырă кăмăллă, тарават. Ĕç вырăнĕнче унăн яланах тирпейлĕ, таса, ăшă. Кĕнекесене çÿлĕксем çине тирпейлĕн вырнаçтарса тухнă. Тĕрлĕ йышши чечек ÿсет библиотекăра, аквариум та пур. Вулакансем валли телевизор, компьютер, видео ĕçлет. Чăн-чăн çăтмаха лекнĕн туйăнать кунта.
Елизавета Петровна çынсене илĕртес, библиотекăна ытларах çÿреттерес тесе «Минимузей» ятлă программа хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра — ку çĕнĕлĕх. Пĕчĕк çеç музейре Нĕркеç ялĕн паллă ÿнерçисен— Сирена Юманкован тата унăн ывăлĕн Александр Таратыковăн картинисем, гипсран тунă статуэткисем, бюстсем.
Çавăн пекех библиотекăра «Рукодельница», «Кому за 30» кружоксем ĕçлеççĕ. Ватти те, çамрăкки те вĕсене хаваспах çÿреççĕ.
Ачасене те тарават вăл. Нумаях пулмасть 2-мĕш класс ачисемпе уроксем хыççăн ялти библиотекăра хăнара пултăмăр. Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрăмăр, минимузейри картинăсене пăхса килентĕмĕр. Елизавета Петровна В.Катаевăн «Цветик-семицветик» юмахĕ тăрăх викторина ирттерчĕ. Юлашкинчен ачасем хăйсене килĕшекен кĕнекесене суйласа илчĕç, библиотекăна татах та килсе çÿреме шантарчĕç.