АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçре 30 çул ытла

28 марта 2012 г.

 

Надежда Михайловна Алякина 1959 çулта Канашра кун çути курнă. Çивĕч те ăс-тăнлă, пултаруллă хĕр ача малалла вĕренсе специальноç илме ĕмĕтленнĕ.

Амăшĕн çулĕпех кайма шутланă Надя. Хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçласа вăл Канашри медицина училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухать.

Дипломлă хĕр ача Шăхасанти район больницинче ĕçлеме пикенет. Тивĕçĕсене чунтан пурнăçлакан хĕре сывалма килнисем те, ĕçтешĕсем те хисепленĕ. Çулталăк ĕçленĕ хыççăн Надя Дагестанри медицина институтне вĕренме кĕнĕ.

«Вĕреннĕ вăхăтра больницăра ĕçлерĕм. Йывăр пулсан та, ку вăл мана теорипе практикăна çыхăнтарма май панă»,— аса илет Надежда Михайловна.

Врач дипломне алла илсен тăван республикăна килме направлени илет. Сывлăх сыхлавĕн министерстви ăна Комсомольски район больницине врач терапевта ĕçлеме ярать.

Пурнăç çулĕ çине çирĕп тăрсан Надежда Михайловна Йăлмахва çамрăкĕпе Николай Алякинпа пĕрлешсе çемье çавăрать.

Икĕ ывăл Алякинсен. Миша Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче пĕлÿ пухать. Володя 8-мĕш класра вĕренет.

Халĕ Н.Алякина Комсомольски пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче тăрăшать. Ăста врач хăйне шанса панă пархатарлă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, иксĕлми вăй-халпа, пысăк яваплăхпа туса пырать. Чирлисен нушине ăнланса вĕсене пĕтĕм чĕре ăшшине парать, пĕр чĕлхе тупма тăрăшать.

30 çул ытла сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлекенрен пурнăçра чи асра юлнă самантсене асăнма ыйтрăм.

— Паллах кашни хĕрарăмшăн чи кирли вăл — çемье çавăрни, ачасем çуратни. Çавсем асра юлаççĕ те ĕнтĕ. Ĕçре асра юлнă самант — вунă çул каялла Канадăран килнĕ Мери Коллинз госпожапа тĕл пулни. Ун чухне ют çĕр-шыв министрĕпе акăлчан чĕлхипе пуплерĕм. Тăлмачăн пулăшăвĕ те кирлĕ пулмарĕ»,— тет Н.Алякина.

Комсомольскинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ нумаях пулмасть «Кĕтне» ФСКна куçрĕ. Офисра пациентсене йышăнма-сывалма услови çителĕклĕ: çутă, ăшă пÿлĕмсенче салтăнма меллĕ. Надежда Михайловнăпа пĕрле Гафие Азизова, Зинаида Лебедева, Елена Кудрявцева медицина сестрисем тата Елена Агеева санитарка ĕçлеççĕ.

— Коллектив туслă. Кун пек чух ĕç те кал-кал пырать. Чирлисене сыватма кунтах уколсем тăватпăр, тумлам системи лартатпăр тата ытти процедурăсем те пурнăçлатпăр. Участокра — 2 пин ытла çын (çул çитменнисене шутламасăр). Вĕсенчен диспансер учетĕнче — 400 ытла çын. Пурне те вăхăтра пулăшу пама тăрăшатпăр. Сывалнă çын тав туса йăл кулни — тухтăршăн пурнăçра чи хакли,— терĕ Надежда Михайловна.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика