28 марта 2012 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн мартăн 1-мĕшĕнче алă пуснă 142 "-лĕ постановленийĕ тăрăх, апрелĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа майăн 1-мĕшĕччен 5 е ытларах тоннăллă машинăсене вырăнти çулсем çинче çÿреме чарнă. Çак йышăнăва шыв-шур вăхăтĕнче çулсене ватса пĕтересрен кăларнă. Çĕнĕ йĕрке тракторсемпе ял хуçалăх машинисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, медицина тата ветеринари препарачĕсем, выльăх апачĕ, вăрлăх, минераллă удобрени, запас пайсем, ăратлă выльăх-чĕрлĕх тиесе килекенсене пырса тивмест. Çавăн пекех пассажир турттаракансем, тырă, хăвăрт пăсăлакан продукци тата ăна туса илмелли чĕр тавар тиесе килекенсем, «Специальная — жидкий азот», «Аварийная служба», «Техпомощь» тесе çырнă тата ытти хăш-пĕр транспорт хатĕрĕсем ирĕккĕн çÿреме пултараççĕ.
Çак йышăнăва пурнăçа кĕртме çулсем çинче ятарлă паллăсем лартмалла, районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсен автомобиль хуçисем йĕркене пăхăннине тĕрĕслесе тăмалла.
Источник: "Каçал Ен"