28 марта 2012 г.
Мартăн 27-мĕшĕнче администрацин пысăк залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулнă.
Ларăва хутшăнакансем 8 ыйту сÿтсе явнă. Чи малтанах район пуçлăхĕ Евгений Карпеев тухса калаçнă.
Пухăннисем умĕнче çавăн пекех район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Васильева, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Титова сăмах илнĕ.
Район прокурорĕпе Валерий Гришинпа Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕн çумĕ Ринат Зайнуллин 2011 çулта тунă ĕçсене тишкернĕ.
Пухура тата ытти ыйтусене те сÿтсе явнă, йышăнусем тунă.
Источник: "Каçал Ен"