АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхсем çур акине хатĕрленеççĕ

28 марта 2012 г.

 

Хĕл парăнасшăн пулмасан та çуркунне çитсе пыни палăрма пуçларĕ урамра. Хĕвел ăшшăнрах пăхни, пÿрт тăррисенчен тумла юхни, унта та кунта шыв кÿлленчĕкĕсем курăнни çур акине хатĕрленме вăхăт çитнине пĕлтереççĕ. Çак ĕç районти хуçалăхсенче епле пулса пынине ыйтса пĕлме район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн çумĕпе, тĕп агрономпа И.Х.Миннетуллинпа тĕл пулса калаçрăм.

— Илдус Хадзятович, пĕлтĕрхи çул пахча çимĕçе, тыр-пула пуçтарса илес, продукцие сутас енĕпе ăнăçлах пулмарĕ. Юр айне вырттарса хăварнисем пулчĕç. Çĕр улмин пысăк пайĕ сутăнмасăр халĕ те хранилищĕсенче упранать. Çавна кура çитес çур акинче акма-лартма планланă лаптăксем пĕлтĕрхинчен уйрăлса тăраççĕ-и?

— 2012 çулхи çуркунне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе пысăк хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пурĕ 10600 гектар çинче çурхи тырăсем тата пăрçа йышши культурăсем, 1700 гектар çинче — çĕр улми, 80 гектар çинче — сахăр кăшманĕ, 112 гектар çинче — урăх пахча çимĕç, 2500 гектар çинче выльăх апачлĕх культурăсем акма-лартма палăртнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсассăн, çакă палăрать: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 2011 çулхинчен кăшт ытларах, çĕр улмин вара 597 гектар сахалрах. Çĕр улми лартассине планланă чухне кашни гектартан нумайрах тухăç илесси çине тĕп тимлĕх уйăрнă.

— Паллах, лайăх тухăç илесси чи малтанах вăрлăх мĕнле пулнинчен килет. Ку енĕпе ĕçсем еплерех пыраççĕ-ши?

— Паянхи кун пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене хатĕрлесси малалла пырать. Пур хуçалăхăн тенĕ пекех вăрлăх çителĕклĕ. Унăн пахалăхĕпе çеç хăш-пĕр чăрмавсем пур. Паянхи кун, пĕтĕмĕшле илсен, вăрлăхăн 63 проценчĕ акмалли кондицие ларнă. Хăш-пĕр хуçалăхсенче кондицие лартас енĕпе халĕ те ĕçсем пыраççĕ. Кăçал вăрлăх, удобрени туяннине субсидилессине улшăнусем кĕртнĕ. Енчен те хуçалăх çур акинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкне 20 процентран ытла сортсăр вăрлăх акать пулсан, ăна субсиди памаççĕ. Çавăнпа та районти хуçалăхсем сортлă вăрлăх туянасси çине уйрăм тимлĕх уйăраççĕ.

— Çур аки йĕркеллĕ ирттĕр тесен техника хатĕрĕсем çинчен те манмалла мар, вĕсене маларах юсаса хатĕрлемелле. Çак ыйтупа чăрмавсем сиксе тухмаççĕ-и?

— Районти хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине юсас ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Уйрăмах ку енĕпе ООО «Слава картофелю» агрофирмăра, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче, «Труд», «Урожай», «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тăрăшаççĕ. Техникăна çĕнетес енĕпе район республикăра малти вырăна йышăнать. Пĕлтĕр пирĕн хуçалăхсенче пурĕ 57 млн тенкĕлĕх çĕнĕ техника хатĕрĕсем туяннă. Çакă пире çур акине вăхăтра тата туллин ирттерме, пур культурăсемпе те пысăк тухăç илме шанăç парать.

Март — июнь уйăхĕсем валли района çăмăллăхлă дизтопливо (1 тонна — 20500 тенкĕпе) 506 тонна уйăрнă. Çак кунсенче ăна хуçалăхсене валеçĕç. Отчет кăтартăвĕсем тăрăх, районти хуçалăхсенче паянхи куна вăтамран 300 тонна топливо пур. Эппин, ку енĕпе пăшăрханмалли çук.

Хальлĕхе шутлаттаракан ыйту — кадрсем çитменни. Хăш-пĕр хуçалăхсенче механизаторсем урăх регионсене ĕçлеме кайса пĕтнĕ. Çапах та çур аки пуçланиччен ку ыйту татăласса шанатпăр.

Çапла вара, çур акине ха-тĕрленесси районти хуçалăхсенче аван пырать тесе каламалла. Мĕн акатăн — çав шăтать, тенине тĕпе хурса тăрăшаççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем. Эппин, çур аки вăхăтра иртессе, кĕркунне пысăк тухăç савăнтарасса шанма пулать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика