АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи нумай сĕт сăвакан

28 марта 2012 г.

 

Лариса Никифорова 12 çул ĕнтĕ «Восток» ЯХПКра дояркăра вăй хурать. Ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче пулнине питĕ аван ăнланать вăл. Çавăнпа та хăйне уйăрса панă ĕнесене лайăх пăхма тăрăшать, кашнине чунтан юратса вĕсемпе ăшшăн сăмахлать.

2011 çулта сĕт суса илессипе Л.Никифорова районта чи малти пулса тăчĕ. Унăн ĕнисем кашниех вăтамран çулталăкне 6681-шер килограмм сĕт антарнă. Çак кăтарту районта çеç мар, республикăра та чи лайăххисен шутĕнче. Тунă ÿсĕмсем çинче чарăнса тăмасть доярка. Унăн ĕçне çÿллĕ шайра хаклани ăна малашне тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет. «Ферма ĕçне йывăр тесе калаççĕ, çапах та чуна парса вăй хурсан темĕнле йывăрлăхсене те çĕнтерме пулать»,— тет Лариса Николаевна.

Тăрăшулăхпа, ĕçченлĕхпе палăрнăшăн ăна коллективра та хисеплеççĕ, унăн сĕнĕвĕсене яланах шута илеççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика