24 марта 2012 г.
Район территорийĕнче кăçал январь — февраль уйăхĕсенче 23 преступлени учета илнĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта 24 пулнă). Преступленисене уçса парасси 87 процентпа танлашать, пĕлтĕр 75 процент пулнă.
— Преступленисен шучĕ чакнин сăлтавĕ кашни участокра участковăй уполномоченнăйсем профилактика мероприятийĕсене тивĕçлĕ шайра тунипе çыхăннă,— терĕ Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн начальникĕн çумĕ, районти полици начальникĕ Алексей Ефремов.
Çулталăк пуçланнăранпа районти полици ĕçченĕсем 3 хутчен 1 пин тенкĕлĕх суя укçа «çÿренине» тупса палăртнă. АЗС-86, «Ростелеком» АУОн, «Чувашрегионгаз» ОООн кассирĕсем патне суя укçа лекнĕ. Район çыннисем нумайăшĕ ытти регионсене ĕçлеме çÿреççĕ, ĕç укçипе пĕрле суя укçа та хутшăнса района килет. Çавăнпа та районти организацисемпе предприятисен ертÿçисене, уйрăм предпринимательсене суя укçа тупса палăртакан «ДОРС-1100», «ДОРС-1200», «ДОРС-1300» аппаратсем туянма сĕнчĕ Алексей Геннадьевич.
— Вăрăсен çулĕсене пÿлме мĕнле мероприятисем ирттеретĕр?— кăсăклантăм эпĕ.
— Иртнĕ çул вĕçĕнче «Торговый Дом» магазинта тата «Билайн» офисĕнче вăрланă тĕслĕхсем регистрацилерĕмĕр. «Вĕри йĕр» тăрăх шырав мероприятийĕсене ирттернĕ хыççăн çакă палăрчĕ: икĕ преступление те Шупашкартан килнĕ «гастролерсем» тунă. Суту-илÿ ĕçченĕсене, уйрăмах кассирсене, тимлĕрех пулма ыйтатпăр,— терĕ А.Ефремов.
Ватă çынсене те асăрхаттармалла. Юлашки вăхăтра хуласенче социаллă хÿтлĕх тытăмĕн, ЖКХ тата ытти ĕçченсем тесе улталаса укçа-тенкĕ вăрлаççĕ. 2011 çулта районта та ун пек 2 факт пулнăччĕ. Киревсĕр ĕçсене тăвакансене тупса палăртнă, явап тыттарнă.
Чикансем ялсенче тавар сутса çÿрени çинче те чарăнса тăчĕ полици майорĕ. Вĕсене киле кĕртмелле мар, участок уполномоченнăйне пĕлтермелле.
Республикăри кăтартусем пирки те калаçрĕ вăл. Хуласенче вăрăсем автотранспорт ăшĕнчен антирадар, видеорегистратор тата ытти япаласем те çаратаççĕ. Район территорийĕнче хальлĕхе ун пеккине регистрацилемен.
— Çурхи кунсем çитрĕç. Çынсем выльăх-чĕрлĕхе часах урама хăваласа кăлараççĕ. Асăрхаттаратăп: вăрă тĕлĕрмест. Çавăнпа та выльăха кĕтĕве ямалла, кăкарсан куçран вĕçертмелле мар,— сĕнчĕ Алексей Ефремов.
Источник: "Каçал Ен"