АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхăнакан фермăсене чĕртесчĕ

24 марта 2012 г.

«Тепĕр вунă çултан ял хуçалăхĕн аталанăвĕ епле шайра пулĕ-ши; Йăлтах пĕтерсе хумăпăр-ши;» — сырса илчĕç шухăшсем Йăлмахвара пурăнакан В.Албутова район хаçатĕнчи хуçалăхсенчи сĕт сăваслăхăн кăтартăвĕсене тишкернĕ май. Акă, «Дубрава» ЯХПКан ферминче 32 пуç çеç ĕне тытаççĕ, сĕт суса илесси те аван тесе калаймăн. Кÿршĕ ялти «Турхан» хуçалăхăн ячĕ çакăн евĕр сводкăсенче иккĕмĕш çул курăнмасть ĕнтĕ. Тахçан аван ĕçленĕ фермăна халĕ тĕппипех пĕтернĕ тесен те юрать. Ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттернĕ Владимир Васильевичăн чунĕ ыратать выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусемпе паллашнă чухне. Лайăх ĕçлекен хуçалăхсем районта пур, паллах, çапах ăна хăй ĕçленĕ фермăсен шăпи ытларах кăсăклантарать.

Владимир Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ, Хирти Мăнтăрти 8 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен тÿрех фермăра вăй хума пикеннĕ. «Ун чух ялсенче выльăх-чĕрлĕх нумай усранă вĕт. Эпĕ ас тăвасса, пирĕн фермăра 400 пуç ĕне, 1200 пуç сысна тытатчĕç. 100 гектар çĕр пуçне 140 центнер таран аш-какай туса илеттĕмĕр, кашни вырсарни кун Канаша сутма каяттăмăр»,— пĕлтерет В.Албутов. Выльăх нумай усранине кура ĕçлекен алăсем те чылай кирлĕ пулнă. Ватти те, вĕтти те фермăра вăй хума ÿркенмен, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ. Владимир Васильевичăн та Хисеп хучĕсем нумай, вĕсем хушшинче ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамоти те пур. Унсăр пуçне 1977 çулта ăна III степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕпе чысланă. Ăна вăл халĕ те ытти Хисеп хучĕсемпе пĕрле типтерлĕн упрать.

В.Албутов çамрăк чухне йĕлтĕрпе чупнă, велосипедпа ăмăртнă. Штанга, кире пуканĕ йăтас енĕпе вара Йăлмахва пăхаттирне çитекенни районта сахал пулнă. «Акатуйра икĕ пăтлă кире пуканĕ йăтса 3 хутчен чемпион пулнăччĕ»,— тет вăл.

Паянхи кун вăл «Слава картофелю» агрофирмăра вăй хурать, мăшăрĕпе иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ вĕсем. «Çамрăксем яла килесшĕнех мар çав. Фермăсем те ĕç алли çитменнипех пĕтеççĕ пулĕ»,— тет вăл пăшăрханса. Çапах патшалăхăн ял хуçалăхне аталантарас тĕллевпе пурнăçа кĕртекен программисене ырлать В.Албутов. «Çапла майпа, тен, юхăнса пыракан хуçалăхсене те çĕнĕрен чĕртме май килĕ»,— пытармасть вăл шанчăкне.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика