24 марта 2012 г.
Çын мĕнле пуласси чылай чухне атте-анне мĕнле воспитани парса çитĕнтернинчен, кĕçĕнрен ĕçе хăнăхтарнинчен килет. Кивĕ Сĕнтĕрти Хрисановсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă, çĕр-шыва юрăхлă çынсем тăвас тесе тăрăшни харама кайман. Тăватă ачине — виçĕ хĕрпе пĕр ывăлне — тивĕçлĕ воспитани, пĕлÿ панă, хăйсен тĕслĕхĕпе ĕç тĕлне вĕрентнĕ. Кил хуçи, Илья Леонтьевич, «Россия» колхозра бухгалтер-кассирта тăрăшнă. Малтан учительте ĕçленĕскер, мăшăрĕ Вера Степановна та районти тĕп больницăра шут ĕçĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă.
Хрисановсен виççĕмĕш ачи, çак кунсенче 55 çулхи юбилейне паллă тăвакан Галина Ильинична Волкова, ашшĕпе амăшне яланах ăшă, ырă сăмахпа çеç аса илет. Пурнăç парнеленĕшĕн, мĕн кирлине вĕрентнĕшĕн яланах тав тăвать вăл вĕсене. Хăйне çуратнă çынсене аса илсен вара тăтăшах ачалăхне, çамрăклăхне куç умне кăларать.
... 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Галя Хрисанова 9—10-мĕш класс Комсомольски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Ашшĕпе амăшне çăмăлрах пултăр тесе, хĕрача тÿрех хулана вĕренме кайма мар, ĕçе вырнаçма шут тытать. Анчах Вера Степановнăпа Илья Леонтьевич, хĕрне хăйсем пекех бухгалтер курма ĕмĕтленекенскерсем, фермăна утма пикеннĕ Гальăна каялла çавăрса килеççĕ. Шухăшне пурнăçа кĕртме çирĕп шут тытнă пике тепринче чеерех пулать, аслисем килтен тухса кайсан тытать те «Россия» колхозăн сысна комплексне çитсе ĕçе кĕрет. Фермăн общежитийĕ халь «Сельхозхими» кантурĕсем ларакан вырăнта пулнă, хĕр унта пурăнма пуçланă.
Галя мĕн ачаран юрлама юратнă, артист пулма ĕмĕтленнĕ, çавăнпах ик аллинче ĕç вĕресе тăнă, витере унăн уçă сасси янранă. Ĕç хыççăн вара çамрăксем ялта лартакан пĕр концерт-спектакльтен те юлман харсăрскер. «Çак хĕре качча илсен килте нимле радио та кирлĕ пулмасть», тенĕ каччăсем шÿтлекелесе. Куç хываканни чылай пулнă пуль те, хĕр кăмăлĕ вара Петр Волковшăн кăна уçăлнă. Строительствăпа монтаж управленийĕнче тракторист-бульдозеристра вăй хуракан каччăпа çулталăк туслă пулнă хĕр, 1975 çулта иккĕшĕ пĕр çемье чăмăртанă. Волковсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Галина Ильиничнăн юрлас туртăмĕ Марина хĕрне куçнă пулас, хăйĕн сассипе куракансене тыткăнлама пултарать вăл. Шел, Петр Иванович çулталăк каялла вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Ачисем Марина, Аленăпа Игорь тата тăватă мăнукĕ амăшне, кукамăшне пуç усма памаççĕ, яланах юнашар, пĕр тăванĕсем те тĕрев пама хатĕрех.
1976 çултан пуçласа паянхи кунчченех, вăтăр çул ытла, Галина Ильинична Комсомольски райпо тытăмĕнче вăй хурать. Пирваях тара складĕнче грузчика йышăннă ăна, кĕленче савăтсем йышăнакан пунктра та тăрăшнă хĕрарăм. Хăй çине тăнипе, сутуçăсен курсне пĕтерсе экзамен тытнă, часах эрех-сăра магазинĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Пурнăç улшăнса пынăçемĕн çак тытăмра та нумай улшăну пулса иртрĕ. Хальхи вăхăтра Галина Ильинична «24 часа» магазин-кафере ĕçлет.
Сутуçă ĕçĕ прилавок умĕнче тăрасси çеç мар-çке. Кирек хăçан та туянакансемпе ăшшăн калаçмалла, вĕсем ыйтнă япалапа тивĕçтермелле. Кунне 10—15 машина тавар килни те пулкалать, вĕсене ĕçтешсемпе пĕрле йăтса йăлтах пушатмалла, вырнаçтарса тухса хакĕсене лартмалла, вăхăтра отчет тумалла. Ĕç вырăнне яланах тирпейлĕ тытмалла...
— Эп хамăн ĕçе чăннипех юрататăп, унта уява кайнă пек савăк кăмăлпа каятăп, килти шухăшсене килтех хăваратăп,— тет Галина Ильинична.
Чунне парса тăрăшнăранах пуль Галина Волковăна пĕрре çеç мар Хисеп грамотисемпе, тав çырăвĕсемпе чысланă.
Источник: "Каçал Ен"