АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар призывĕнчен тарса çÿресен штраф тÿлеме хатĕрлен

24 марта 2012 г.

Нумаях пулмасть Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕнче журналистсемпе тĕл пулу иртрĕ. Унта çавăн пекех ЧР çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Г.Серебров, призыв пайĕн начальникĕ Ю.Венедиктов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи уйрăмĕн призыв пайĕн начальникĕ А.Шулепов хутшăнчĕç.

Апрельтен призыв пуçланнă май, тĕп калаçу çамрăксем çар тивĕçĕсене пурнăçлассинчен пăрăнни пирки пулчĕ. Акă, пĕлтĕр ку тĕлĕшпе республикăн кăнтăр районĕсенче 22 уголовлă ĕç пуçарнă: Комсомольски районĕнче — 1, Патăрьелĕнче —3, Елчĕк районĕнче — 18. Мĕншĕн-ха çамрăксем çĕр-шыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ?

Г.Серебров çакăн сăлтавне паянхи обществăра кăмăл-сипет принципĕсем хавшаккинче, çынсем пурнăçа эгоистла хакланинче курать. Призывниксем çĕр-шывăн хăрушсăрлăхĕ çинчен шутламаççĕ, чи мала хăйсен интересĕсене хураççĕ, çавăнпа та нумайăшĕ службăра иртекен çулталăка усăсăр иртнĕ вăхăт пек хаклать. Чи пăшăрхантараканни вара — общество салтака каяссинчен пăрăнакансем майлă пулни, вĕсенех тÿрре кăларни. Час-часах ашшĕ-амăшĕ хăйсен ывăлĕсене çар тивĕçĕсене пурнăçлассинчен пăрăнма хĕтĕртет.

Повестка парсан та çар комиссариатне килме кăмăл туманнисем ача-пăчасем мар ĕнтĕ. Вĕсем пурте 20-рен иртнĕ, 27 çулалла çывхаракансем те пур. Эппин, вĕсем çак ĕçе пĕлменнипе мар, ăнлансах тăваççĕ, службăран пăрăнмалли мелсене ятарласа шыраса тупаççĕ. Чылай чухне çамрăксем Питĕре е Мускава ĕçлеме каяççĕ те нумайлăха çухалаççĕ. Вĕсене шыраса тупиччен аванах вăхăт иртет. Çавăн пекех повестка илсессĕн хăнк та тумасăр ялĕсенче ларакансем пулнă Елчĕк районĕнче. Кусене вырăнти самоуправлени органĕсем курмаççĕ-ши е курмăш тăваççĕ-ши?

Тепĕр «пултаруллă» йĕкĕте вара уйрăммăн асăнас килет. Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче çуралса ÿснĕ 26-ри каччă Хусанти полици уйрăмĕнче вăй хурать. Унăн хăйĕн çĕр-шыври йĕркене хуралламалла пек. Вăл вара çар комиссариатне пырассинчен пăрăнса çÿренĕ.

Хăшĕ-пĕрисене темиçе хут штрафласан та ăс пырса кĕмест, патриотизм туйăмĕ çуралмасть. Çар службинчен хăтăлас тесе апла та капла та чееленме хăтланаççĕ, суя документсем илсе килсе пама та именмеççĕ. Куншăн, паллах, саккун пуçран шăлмĕ.

Повестка илсен çар комиссариатне килменнине шута илме тивĕçлĕ сăлтавсем пур. Енчен те призывник сасартăк чирлесе ÿксен, унăн çывăх тăванĕсем вилсен е унран килмен стихийăллă урăх чăрмавсем сиксе тухсан, çар комиссариатне каярах килсен те юрать. Пырайманнин сăлтавне документсемпе çирĕплетес пулать.

Çара каяссинчен пăрăнакансене Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 328-мĕш стат-йипе айăплаççĕ. Унпа килĕ-шÿллĕн призывран тарса çÿрекенсене 200 пин тенкĕ таран штраф пама, 2 çул таран ирĕксĕр ĕçсене яма, 6 уйăха çити арестлеме е 2 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Хальлĕхе кăнтăр районĕсенчи йĕркене пăсакансем 50—100 пин тенкĕ штрафсемпех хăтăлнă-ха. Çапах та кашни кашăках салма лекмест, теççĕ. Çакна манас марччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика