24 марта 2012 г.
Малашне çынсене таксипе турттарас тесен ятарлă ирĕк илмелле. Бланкра автотранспорт хуçи кам пулнисĕр пуçне унăн модельне, маркине тата регистрациллĕ номерне те кăтартмалла. Автотранспорт арендăра мар, харпăрлăхра пулмалла.
Ирĕк илме Чăваш Республикин Минстройĕн транспорт уйрăмне заявлени памалла (электронлă мелпе те юрать).
Çакна та асра тытмалла: автотранспорта çур çулта пĕрре техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, водителĕн стаж 3 çултан кая пулмалла мар. Ирĕк илмесĕр ĕçлекен таксистсене 5 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.
«Хальлĕхе çак саккунпа килĕшÿллĕн çынсене турттарас кăмăл тунисем 44-ăн регистрациленнĕ»,— терĕ 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ В.Антонов.
Источник: "Каçал Ен"