АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ семинар иртрĕ

24 марта 2012 г.

Нумаях пулмасть Нĕркеç вăтам шкулĕнче районти шкул библиотекарĕсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ.

Чи малтанах Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2012 çул — Раççей историйĕн çулталăкĕ пулнă май йĕркелемелли мероприятисене сÿтсе яврĕç. Библиотекарьсем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, малашне тумалли ĕçсен планĕсене пăхса тухрĕç. Çавăн пекех шкулсенче ача-пăча кĕнекин эрнине ирттерме йышăнчĕç. Нĕркеç шкулĕн ачисем С.П.Максимова библиотекарь ертсе пынипе утренник ирттерчĕç, тимсĕр вулакан çинчен сценка лартса пачĕç. Библиотекăна пырса кĕрсессĕн кунтан тухас та килмест. Тĕрлĕ стенд-плакатсем, тикĕссĕн лартса тухнă кĕнекесем куçа илĕртеççĕ. Çавăн пекех районти вĕренÿ пайĕн аслă методисчĕ В.Г.Петрова шкулсене çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтерес ыйту çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Çывăх вăхăтрах 1—2-мĕш классем валли тÿлевсĕр учебниксем илсе килессине палăртрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика