24 марта 2012 г.
Ача-пăча тата çамрăксен кĕнекин эрнелĕхĕнче паллă поэтсемпе писательсем республикăн тĕрлĕ районĕсене çитсе шкул ачисемпе тĕл пулчĕç.
Районти тĕп библиотекăра та нумаях пулмасть çакăн йышши мероприяти йĕркелерĕç. Унта Лидия Сарине тата Нина Пăрчăкан поэтессăсем хутшăнчĕç. Тĕл пулăва Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Шурут вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем килнĕ.
Чи малтанах сăвăçсем хăйсемпе паллаштарчĕç, сăвăсем хайласси мĕнрен пуçланнине каласа пачĕç. Вĕсем иккĕшĕ те 30–40 çулсенче çеç хăйсене валли поэзи тĕнчин алăкĕсене уçнă, тĕрлĕ темăллă хайлавсем шăрçалама пикеннĕ. Нина Пăрчăкан акă медицина ĕçченĕ пулма вĕренсе тухнă. 45 çулта чухне хăйĕнче сăвă çырас туртăм çуралнине асăрханă. Халĕ вăл ачасем валли те, çитĕннисем валли те çырать, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать, куçару ĕçĕпе те интересленет. Куракансене уйрăмах унăн К.Симоновăн «Жди меня» сăввин куçарăвĕ кăмăла кайрĕ.
Лидия Сарине вара сăвăсем çеç мар, тĕрлĕ очерк-калавсем те шăрçалать. Интереслĕ сюжетсем, чăн пурнăçран илнĕ сăнарсем, илемлĕ чĕлхи тÿрех ача-пăчан чун-чĕри патне çул хываççĕ. Лидия Михайловна кулăшла сăвăсем вуласа парса кичемленсе ларма памарĕ. Çавăн пекех тăван чĕлхе, çĕр-шыв, атте-анне çинчен çырнă хайлавсемпе пуçтарăннисен чун-чĕрисене тыткăнларĕ. Халал пек янăрарĕç йĕркесем: «...Чăваш, Чăваш! Хăв чĕлхÿне упра! Мĕн-ма тесен эс — ĕмĕрлĕх тупра. Пин-пин çултан та пурăн чĕрере. Вара... юлатпăрах çак тĕнчере».
Юлашкинчен ачасем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, хăйсем те сăвă çырса пăхас кăмăл çуралнине палăртрĕç.
Источник: "Каçал Ен"