24 марта 2012 г.
Мартăн 21-мĕшĕнче районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем; Чăваш Республикин вĕренÿ учрежденийĕсене 2012 çулта тумалли капиталлă юсавăн планĕ; 2012 çулăн деклараци кампанийĕ. Тĕп хуламăртан килнĕ ушкăн членĕсем — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов тата ЧР ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Татьяна Михайлова — информаци кунне тивĕçлĕ шайра ирттернĕ.
Вăхăтлăха район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Афанасьев ертсе пынипе информушкăн «Слава картофелю» агрофирмăна çитсе курнă. Унта çуркуннехи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси пуçланнă ĕнтĕ: техникăна тĕрĕслев витĕр кăларма хатĕрлеççĕ, çĕр улмине суйлаççĕ.
Делегаци предприяти ĕçченĕсемпе Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сÿтсе явнă. Уйрăмах ял çыннисене пенси укçин калăпăшĕ, федераллă çăмăллăхçăсене паракан тÿлевсем тата соцпакетăн хакĕ интереслентернĕ. 2012 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсисене ÿстерме палăртнă. Çав шутра ватлăхпа, инвалидноçпа е тăрантаракана çухатнипе паракан пенсисен страхлакан пайĕ — 3,41 процент, хушма патшалăх пенсийĕсем (вăрçă участникĕсене, çарта вилнисен ашшĕ-амăшĕсене паракан тата ытти те) 14,1 процент ÿсĕç.
Çавăн пекех апрелĕн 1-мĕшĕнчен федераллă льготниксене уйăхсерен паракан тÿлев тата соцпакет 6 процент пысăкланĕç. Федераллă льготниксене паракан соцпакет 795 тенкĕ те 88 пуспа танлашĕ, çав шутра эмел илме паракан пайĕ — 613 тенкĕ, санатори-курорт пайĕ — 94 тенкĕ те 83 пус, транспорт пайĕ — 88 тенкĕ те 05 пус.
Малалла вĕренÿ учрежденийĕсенче 2012 çулта юсав тăвассине пăхса тухнă. Кăçал республикăри 133 шкулта (вĕсен хушшинче 3-шĕ пирĕн районтан — Комсомольски 2-мĕш, Шурут тата Урмаел вăтам шку-лĕсем) капиталлă юсав ĕçĕсене ирттерме федераллă бюджетран — 200,2 млн тенкĕ, республика бюджетĕнчен 20,5 млн тенкĕ уйăрĕç.
Укçана çурт тăррисене, чÿрече блокĕсене улăштарма, сан-узелсене юсама ярĕç. Çакă вĕренÿ условийĕсене лайăхлатма пулăшнине палăртрĕç информушкăн членĕсем.
Çавăн пекех пĕрлехи информаци кунĕнче яваплă çынсем граждансене харпăр хăй ыйтă-вĕсемпе те йышăннă.
Источник: "Каçал Ен"