21 марта 2012 г.
2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 244-мĕш №-лĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн астармăш вăйăсене саккуна çирĕп пăхăнса тунă пÿлĕмсенче кăна йĕркелеме юрать. Çавăн пек вăйăсене информаципе телекоммуникаци çыхăнăвĕсем, Интернет урлă ирттерме юрамасть.
Вăйă зонисене ял поселенийĕсен территорийĕсенче те йĕркелемелле мар.
2011 çулта прокуратура ĕçченĕсем полици сотрудникĕсемпе пĕрле 2 точка тупса палăртрĕç. Вĕсенчен пĕри çак адреспа пулнă: Комсомольски ялĕ, Карл Маркс урамĕ, 9 «а» çурт, тепри — «Отдых» кафере.
Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн 39 интернет-терминал туртса илнĕ. Вăйăсене йĕркелекен И.Р.Сударикова Административлă кодексăн 14.1 статйин 2-мĕш пайĕпе явап тыттарнă (4 пин тенкĕ штраф). Çавăн пекех Елчĕк район судне çак астармăш вăйăсене чарса лартма иск тăратнă.
Астармăш вăйăсен вырăнĕсем пирки пĕлтерес тесен районта пурăнакансене 5-11-06 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.
Источник: "Каçал Ен"