21 марта 2012 г.
Кашниех ачисенчен çĕр-шыва юрăхлă, ырă енчен çеç палăракан çынсем ÿстерме ĕмĕтленет. Тĕпренчĕкĕсене мухтани, вĕсене тĕрĕс воспитани панишĕн тав туни вара — ашшĕ-амăшĕшĕн чи хаклă парне.
Нумаях пулмасть Аниса Насыбулловнăпа Миниравамиль Зиннетзянович Садыковсем ывăлĕ çар тивĕçне пурнăçлакан чаçрен тав çырăвĕ илчĕç. Ăна рота командирĕ А.Ю.Крупин çырнă. «Сирĕн ывăлăршăн тав сăмахĕ калас килет. Айнур дисциплинăна çирĕп пăхăнать, çар çыннин ăсталăхне туллин алла илнĕ, подразделенин обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать. Ăна командирсем те, пĕрле службăра тăракансем те хисеплеççĕ. Эсир ывăлăрпа чăннипех те мухтанма пултаратăр. Вăл çар тивĕçĕсене пурнăçлас енĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Сире çирĕп сывлăх тата ĕçре ăнăçу сунатăп»,— тенĕ унта.
Пирĕн район каччисем службăра тăнă чухне те район ятне яманни, тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлани савăнтарать. Çакăн йышши тав çырăвĕсем час-часах килни Кĕтне тăрăхĕ маттур çамрăксемпе пуян пулнине çирĕплетет.
Источник: "Каçал Ен"