21 марта 2012 г.
Мартăн 19 — 29-мĕшĕсенче Раççейре «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтерĕр» уйăхлăх иртет. Çак тапхăрта пирĕн район территорийĕнче те «шанчăк телефонĕсем» — 5-14-17, 5-13-02 — талăкĕпех ĕçлеççĕ.
Наркотик сиенĕ пирки тăтăшах калаçатпăр, çыратпăр. Ăна саракансен çулне пурте пĕрле кар тăрса пÿлмелле. Çак сиенлĕ йăлапа пĕччене пĕччен пирĕн кĕрешни çеç çителĕксĕр.
Наркотикпа çыхăннă пĕтĕм пулăмсем пирки пĕр тăхтаса тăмасăр шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Источник: "Каçал Ен"