АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шанчăк» шанăç парать

21 марта 2012 г.

Районти тĕп библиотекăра «Шанчăк» клуб 1988 çултанпа ĕçлет. Унта аслăрах çулсенчисем çÿреççĕ пулин те, вĕсем тепĕр çамрăкран та ирттереççĕ.

Акă, иртнĕ кунсенче «Шанчăк» клуб членĕсем районти тĕп библиотекăна пуçтарăнчĕç. Библиотека ĕçченĕсем Валентина Боровковăпа Любовь Морозова «Супербабушка» конкурс ирттерчĕç. Унта клуб членĕсем Лидия Карзакова, Валентина Крысина, Галина Маркеева, Вера Шимонис хутшăнчĕç. Конкурссем тĕрлĕ енлĕ иртрĕç. Жюри пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Галина Маркеева конкурс çĕнтерÿçи пулчĕ.

Сăмах май, «Шанчăк» клуб членĕсем пĕрле пухăнса вулавăша килсе тăракан хаçат-журналпа паллашаççĕ, черетлĕ мероприяти ирттересси пирки калаçаççĕ тата ытти те.

— Эпир ыттисене те «Шанчăк» клуба çÿреме йыхравлатпăр. Кунта йышпа нихăçан та кичем пулмĕ. Пĕччен пурăнакансемшĕн çавăн пек тĕл пулусем пысăк уявран та хаклăрах,— теççĕ клуб членĕсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика