17 марта 2012 г.
Ÿркенмесен, килти хуçалăхран та тупăш илме пулнине ялти çынсем аван пĕлеççĕ паллах. Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Семеновсен тĕслĕхĕ те çирĕплетет çакна. Вĕсем хуçалăхĕнче 5 ĕне (тăваттăшĕ — сăваканнисем), пăрусем, сыснасем чылай тытаççĕ. Çулла вара картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал кĕшĕлтетет.
Эп çитсе кĕнĕ чух кил хуçи арăмĕ шăпах кăштах ĕçрен пушăрах самант пулчĕ. Выльăхсене кăнтăрлахи апат парса пĕтернĕ, ай сарăмĕсене улăштарнă. Каçхи сăвăмччен вăхăт пуррипе усă курса Галина Васильевнăпа сăмах пуçартăм.
— Ман пурнăçăм пĕтĕмпех сĕтпе ĕçлессипе çыхăннă тесен те йăнăш мар. Малтан «Луч» колхозра сĕт-çу ферминче лаборантра ĕçленĕ, унтан ял халăхĕнчен нумай çул сĕт пуçтартăм. Нихçан та килте ĕнесĕр пурăнман, халь ак 4—5 пуç та тытатпăр, — терĕ Галя аппа.
Сĕте райпона сутаççĕ Семеновсем. Сĕт пуçтаракан машина хапха умнех килмесен 60—70 литра ют урама епле илсе çитерĕн; Уйăхра вăтамран 15 пин тенкĕлĕх сĕт параççĕ. Райпо продукцишĕн укçан çийĕнчех тÿлет, комбикорм е урăх выльăх апачĕ те туянма май пур.
Çавăн чухлĕ выльăха пĕччен пăхса ĕлкĕрме ансатах мар. Ирпе тата каçпа мăшăрĕпе, Василий Васильевичпа, шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлесе пĕтĕм ĕçе тирпейлеççĕ. «Ĕнен сĕчĕ чĕлхи вĕçĕнче», тенĕ ваттисем. Пăхни-тăрантарнисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх валли апачĕ те пайтах кирлĕ-çке. Утă хатĕрлеме çемйипех хутшăнаççĕ иккен. Çулла хĕрĕпе кĕрĕвĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем çеç мар, хăти-тăхлачисем те кăмăлпах тăрăшаççĕ çак ĕçре. Тырă тума вара ашшĕпе ывăлĕсем отпуск вăхăтĕнче тухса кайни пайтах пулнă, хăшпĕр çулсенче вуншар тонна та кÿрсе килнĕ.
Кил хуçин аллисем ăста пулнăран техники те хăйсенех. Тракторпа пĕрле утă çулакан, преслакан агрегат пур. Тимĕр-тăмăртан пахча çимĕç акмалли, кăлармалли хатĕрсене тата ыттине те хăех ăслать Василий Васильевич. Анат Тимĕрчкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче технологи (ĕç) урокĕсене ертсе пырать вăл. Пушăрах вăхăтра вара килти ĕçсене çăмăллатас тесе кăсăклансах тăрăшать. 33 çул каялла чăмăртаннă çемьере пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе, çур сăмахранах ăнланса пурăнаççĕ.
Эпир калаçса ларнă хушăра Василий Васильевич та ĕçрен таврăнчĕ.
— Ансатрах та пурăнма пулать-çке. Нумай выльăх усрама çăмăл мар, мĕн хĕтĕртет сире çапла тума?— ыйтрăм кил хуçисенчен.
— Хĕрпе ывăлсене пулăшас килет, кашнин хăйĕн кĕтесĕ пултăр тетпĕр. Хамăрăн вăй-хал çитнĕ, май пур чухне усрасчĕ-ха, ачасене ура çине çирĕпрех тăратасчĕ, — хуравларĕç Семеновсем. Ял пурнăçне юратакан, ĕçсĕр пĕр самант та тăрайман çынсем, канăçсăр чĕреллĕскерсем вĕсем. Пурне те çитĕнтернĕ, пĕлÿ панă, мăшăрланă пулин те, паян та юратнă тĕпренчĕкĕсемшĕн чунне пама хатĕр ашшĕ-амăшĕ. Çак юрату пĕр енлĕ çеç мар, ачисем те вĕсене хаклама, тав тума манмаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"