17 марта 2012 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çур акине хатĕрленсе акмалли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене тĕрĕслесе пĕтернĕ. Çакă паллă: 27464 центнер вăрлăхран 17405 центнерĕ кăна акма юрăхлă, е 63 проценчĕ. 27 хуçалăхран 7-шĕнче пĕтĕм вăрлăх акма юрăхлă. Вĕсем: «Слава», «Восток», «Асаново», «Луч», «Рассвет» ЯХПКсем, «Родина» ООО тата Минатуллинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ.
Хăш-пĕр хуçалăхсенче сăвăс ернĕ вăрлăхсем пур. Çакă вăл хими препарачĕсемпе ĕçлеменнине е япăх ĕçленине пĕлтерет.
2011 çулта «Асаново» ЯХПКра, «Искра» колхозра пĕтĕм вăрлăха улăштарчĕç. Кăçал «Востокра» 260 центнер элита вăрлăх туяннă. «Пайгас» кооперативра та икĕ тĕрлĕ сорт тулă вăрлăхĕ 170 центнер илнĕ.
Çурхи ака кунĕсем çывхарса килеççĕ. Çавăнпа та вăрлăх туянассине ырана хăвармалла мар.
Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче вăрлăхсем чирлĕ пулнине палăртрăмăр. Фузариоз, бактериоз, альтернареоз тата ытти чирсем ернĕ вĕсене.
Çурхи ĕçсем пуçлансан, çĕр ĕçченĕсене тĕрлĕрен ыйту канăç памасть. Нумай çул ÿсекен курăк вăрри тупасси, улма вăрлăхне имçамласси, çум курăксене пĕтересси тата ытти те. Кирек хăçан та эпир кирлĕ сĕнÿсем пама хатĕр. 5-14-86 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"