АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çын кăмăллă пултăр

17 марта 2012 г.

Район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕ 2011 çулта кăсăклă та усăллă чылай мероприяти йĕркеленĕ. Кунта çамрăк мăшăрсене çырăнтарнисĕр, тĕр-лĕрен ятарлă хутсем туса панисĕр пуçне вĕсем çынсен асĕнче юлакан ытти уявсем те ирттереççĕ. Урăхла каласан, çак керменте эрне варринче те юрă-кĕвĕ сасси лăпланмасть.

Акă иртнĕ çул вĕçĕнче ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕпе Римма Суратовăпа Светлана Портнова специалист Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче савнă мăшăрсемпе çуршар ĕмĕр тата ытларах та алла-аллăн пур- нăçра утакансене чысланă. Нумай кирлĕ-и ырми-канми ĕçленĕ ватă çыннăн кăмăлне тупма?

— Çынсемпе савăнăç пайлама эпир яланах хавас. Ырă кăмăл-шухăшпа килекенсене тараватлăн кĕтсе илетпĕр. Кашни çуралакан ача, çĕнĕ мăшăр — пирĕншĕн телей. Тĕрлĕрен сăлтавпа уйрăлу çулĕ çине тăракансем вара пăшăрхантараççĕ,— терĕ уйрăм пуçлăхĕ Р.Суратова, хăйсен ĕçĕ пирки пĕтĕмлетсе каланă май.

Кăçалхи январь — февраль уйăхĕсенче пирĕн районта 72 пепке çут тĕнчене килнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра 31 ача сахалрах çуралнă (41). Çулталăк пуçланнăранпа 56 çын пурнăçран уйрăлнă е 2010 çулхинчен 3 çын сахалтарах. Çамрăксем çемье çавăрасси пĕлтĕрхипе танлаштарсан 3 чакнă (2010 çулта — 35, 2011 çулта — 32). 1 мăшăр сахалрах уйрăлни савăнтарать (12—11).

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика