14 марта 2012 г.
Кăçал январь — февраль уйăхĕсенче район территорийĕнче 3 автоавари пулчĕ. Инкексен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 тĕслĕх чакнă. Аварисенче 1 çыннăн пурнăçĕ татăлнă (пĕлтĕр çак кăтарту 2-пе танлашнă). 2012 çулта 2 çын аваринче аманнă, 2011 çулта — 5 çын.
Урамра çуран утнă чухне çул-йĕр правилисене кашнин пăхăнмалла. Автомашина çитиччен çул урлă каçса ĕлкĕретĕп тесе шутламалла мар. Икĕ уйăхра пулнă аварисен сăлтавĕсем — çуран çÿрекенĕн айăпĕ (1), водитель çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни (2).
ГИБДД ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ операцисем, акцисем, тĕл пулусем, калаçусем ирттереççĕ. 2012 çулхи икĕ уйăхра шкулсенче 9, ача-пăча сачĕсенче профилактикăлла 2 мероприяти ирттернĕ.
Январь — февраль уйăхĕсенче инспекторсем предприятисенче, организацисенче те автотранспорта тĕрĕсленĕ. Кăçал 4 тĕрĕслев ирттерсе 2 предписани çырнă, 2 çынна явап тыттарнă.
Икĕ уйăхра çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн 764 административлă протокол çырнă (пĕлтĕр — 949). Йĕркене пăснăшăн 215 пин тенкĕлĕх штрафланă, 209 пин тенкĕ шыраса илсе патшалăх хыснине хывнă.
Источник: "Каçал Ен"