АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекесĕр – пĕлÿ çук

14 марта 2012 г.

Алла ачасен тетрачĕсене тытсассăнах пуçра пĕртен-пĕр канăçсăр шухăш хуçаланма пуçлать: миçе ача çыру ĕçне «5» тата «4» паллăлăх çырнă-ши? Ачасен чĕлхинче çыру тата калаçу йăнăшĕсем çулсерен ÿссе пыраççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе усă курса пĕлÿ пани те çак инкеке пĕтереймест. Мĕнре-ши сăлтавĕсем?

Чи пысăк сăлтавĕ — ачасем кĕнеке вулама юратманни. Темшĕн илемлĕ литература хайлавĕсенче чылайăшĕ «интереслĕ сюжет» çеç шыраççĕ, кĕнеке тĕп тĕллевĕ çынлăха аталантарасси, тĕрĕс пурăнма вĕрентесси пулни çинчен вара манаççĕ.

Пуç ватмасăр, вăй хумасăр илмелли кăсăк япаласем интернет саманинче чăнах та нумай. Ансатран ансаттине шыраса компьютер вăййисемпе вăхăт ирттерме ытларах кăмăллать çамрăк ăру. Кĕнеке вуланă чухне вара пуç мимин кашни клеткине ĕçлеттермелле, чун та канма пĕлмесĕр пĕр хумханать, пĕр савăнать, пĕр кулянать. Уйрăмлăхĕ, куратăр пулĕ, питĕ пысăк. Кĕнеке ăс, пĕлÿ парать пулсан, мĕн «вырса» илмелле-ши компьютер вăййисен «хирĕнчен»?

Эпĕ хамăн ачалăха паянхи ачасен пурнăçĕпе танлаштарасшăн мар. Самана урăхла халĕ. Анчах паян кунччен те эпĕ çĕнĕ кĕнеке илсен чунра тĕлĕнмелле пысăк хăпартлану туятăп, кĕнеке страницисене ылтăн арчана уçнă евĕр пăлханса уçатăп. Пĕлÿ тĕнчине лексен хама çĕнĕрен çуралнăн туятăп, пурнăç çине çĕнĕ куçпа пăхатăп.

Ачана мĕнле майпа кĕнекепе туслашма пулăшмалла-ши? Ирĕксĕр лартса вулаттарнипе усси сахал: ача кĕнекерен ютшăнать çеç. Каçсерен вăхăт тупса ачасемпе юнашар ларса пĕрле вулани, сÿтсе явни, пĕрле кĕнеке суйлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир ачана мĕнле кĕнеке вулама сĕнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Интересшĕн çеç вулани çынна аталантармасть. Хальхи литературăри юрату романĕ, детектив, фэнтези жанрĕсем ниепле те ХIХ—ХХ ĕмĕрсенчи классикăпа танлашаймĕç. Литература урокĕсенче ачасем Пушкин, Достоевский, Толстой хайлавĕсенчи пурнăç ыйтăвĕсем паянхи кун та çивĕч пулнине пĕлсен питĕ тĕлĕнеççĕ, чăнах та йĕри-тавра мĕн чухлĕ çакнашкал тĕслĕх пуррине тупса палăртаççĕ.

Кĕнеке вулани ачасен калаçупа çыру чĕлхине якатать, пуянлатать, пулас пурнăçри çула уçса парать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика