14 марта 2012 г.
Финанс пулăшăвĕсемпе усă куракан, потенциллĕ заем илекен кредита тÿлессипе, кредит килĕшĕвĕнчи тивĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă чăрмавсене чылай чухне хăех татса пама пултарать.
1. Потребитель кредичĕ илесси — яваплă утăм.
Потребитель кредичĕ — харпăр хăй, кил-çурт е урăх производствăлла мар тÿлевсем валли тавар туянма (ĕçсем, пулăшусем тума) банк паракан кредит. Кредит илни килĕшÿре çирĕплетнĕ вăхăтра парăмăн суммине (банкран илнĕ укçа) тата кредитпа усă курнăшăн процентсене тÿлесе татмаллине пĕлтерет. Кредит илме шут тытиччен малтан лайăх шухăшлăр. Чăнах та кирлĕ-и вăл сире тата эсир унăн суммине тÿлесе татаятăр-и?
Кредит килĕшĕвĕнче çирĕплетнĕ суммăна вăхăтра тÿлеймесен, банк штраф, пени тÿлеттерме пултарать.
2. Кредит çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлĕр.
Потребитель кредичĕ иличчен малтан банк ĕçченĕсенчен кредит условийĕсем, унпа çыхăннă тÿлевсем çинчен йăлт ыйтса пĕлме тăрăшăр. Ас тăвăр! Сирĕн кредит килĕшĕвне алă пусиччен пĕтĕм информацие тĕплĕн тишкермелли право пур. Ăна федераллă саккунсемпе çирĕплетнĕ (Раççей Федерацийĕн 2300-1 №-лĕ «Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккунăн 10 статйи). Сире таварăн (пулăшусен, ĕçсен) хакĕ, кредит пысăкăшĕ, потребитель тÿлемелли укçан пĕтĕмĕшле сумми, тÿлесе пымалли график çинчен пĕлтермелле.
3. Кредит килĕшĕвĕн условийĕсене тата кредита мĕнле майпа тÿлесе татмаллине тĕплĕн тишкерĕр.
Документсене алă пусма ан васкăр. Кредит килĕшĕвĕпе тĕплĕнрех паллашма май пулсан ăна киле илсе кайăр, сирĕн тивĕçсем (яваплăх) çинчен калакан условисене тимлĕн вулăр, килĕшÿре эсир пĕлмен е ăнланман условисем ан пулччăр.
Кредитовани условийĕсене тĕплĕн тишкерĕр. 2300-1 №-лĕ саккунăн 16 статйин 1 пункчĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе çирĕплетнĕ потребительсен прависене пăсакан килĕшÿ условийĕсем вăя кĕмеççĕ. Тĕслĕхрен, час-часах кредит килĕшĕвне заем илекенĕн пурнăçĕпе сывлăхне страхламалли условие кĕртеççĕ. Çапла кредит парасси страховани килĕшĕвне алă пуснинчен килет. Çакă Раççей Федерацийĕн Гражданла Кодексĕн 935 статйин 2 пайне хирĕçлет. Унта граждансене вăйпа хăйсен пурнăçĕпе сывлăхне страхлаттарма юраманни çинчен çырнă.
Çавăн пекех килĕшÿсенче заем илекенпе банк хушшинче тавлашу сиксе тухсан ăна банк вырнаçнă çĕрти судра татса памалла тесе çыраççĕ. Анчах ку каллех потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна хирĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн тавăç пуçаракан пурăнакан е килĕшĕве алă пуснă вырăнта та суда пама юрать.
Банк пулăшăвĕсен тарифĕсене тимлĕхсĕр ан хăварăр. Кредитованин хăш-пĕр условийĕсене ăнланмастăр пулсан, банк ĕçченĕсене ăнлантарма ыйтăр. Енчен те вĕсем хирĕçлесен, килĕшĕве алă пусма ан васкăр.
4. Кредит килĕшĕвне алă пусни — чи яваплă тапхăр.
Ан манăр! Кредит килĕшĕвне алă пусса эсир унăн пĕтĕм условийĕпе килĕшсе хăвăр çине обязательствăсем илетĕр. Енчен те вĕсене пурнăçлаймасан банкăн сире суда пама право пур. Кирлĕ суммăна тÿлессинче иккĕленмесен çеç килĕшĕве алă пусăр.
Çапла вара, финанс пулăшăвĕсен потребителĕ:
1. Кредитăн сумми çинчен тулли информаци илме пултарать.
2. Килĕшĕвĕн условийĕсене вуласа тухма тивĕç. Кирлĕ пулсан банк специалисчĕсенчен, юристсенчен ăнлантарма ыйтмалла.
3. Хăй кредит тÿлеме пултарнине тĕрĕс хакламалла.
4. Хăйĕн прависене судра хÿтĕлеме пултарать.
Потребительсен прависене хÿтĕлес енĕпе ыйтусем сиксе тухсан сире ЧР Роспотребнадзорăн Патăрьел районĕнчи управленийĕнче çак адреспа кĕтетпĕр: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 13 (2 хут). Телефон: 5-03-45.
Источник: "Каçал Ен"