14 марта 2012 г.
Антонина Анатольевна хапха алăкне майĕпен хупса урама тухрĕ. «Паян та сивĕ, ăшăтасси курăнсах каймасть-ха» — шутларĕ вăл ăшĕнче. Çак вăхăтра хĕр ача сасси уççăн илтĕнсе кайрĕ: «Антонина Анатольевна, сывлăх сунатăп Сире, Эсир пирĕнпе пĕрле пыратăр-и шкула?» — ыйтрĕ кÿршĕ хĕрĕ.
Шкула, кашни ир шкула... 35 çул ытла тăрăшать хăйĕн юратнă ĕçĕнче маттур та ăста учитель Антонина Анатольевна Трофимова. «Ĕненес те килмест 55 çул тултарнине, чĕрере хама 17-ри пек туятăп»,— тет вăл ăшшăн йăл кулса.
1957 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче ĕçчен те тăрăшуллă çемьере кун çути курнă Таня. Ашшĕпе амăшĕ, Надежда Кузьминичнăпа Анатолий Трофимович Чемешевсем, 3 хĕрпе 1 ывăла тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. «Аттепе анне пирĕншĕн нумай тăрăшнă, ял-йыш вĕсене ĕçченлĕхĕшĕн, ырă кăмăлĕсемшĕн хисепленĕ. Ман çуралнă çурт çинче яланах «Чи тирпейлĕ хуçалăх» вымпел çакăнса тăнă»,— аса илет Антонина Анатольевна.
Ĕç пурнăç тыткăчи пулнине пĕчĕкренех пĕлсе ÿснĕ вăл вăхăтри ачасем. Çулла кунĕпе колхозра ĕçленĕ, темиçе тĕрлĕ пай тунă: чĕкĕнтĕр, куккурус, çĕр улми, кишĕр, помидор тата ытти те. Пахча çимĕç шăварма Кĕтнерен кĕвентесемпе мĕн чухлĕ шыв йăтман-ши?
Пĕрремĕш класранпах Таня питĕ тăрăшса вĕреннĕ, кайран та «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă. «Хамăн пĕрремĕш учителе, Анна Осиповна Филипповăна, питĕ юрататтăмччĕ. Манăн та пĕчĕк ачасемпе ĕçлес, учитель пулас килетчĕ. Урăх нимĕнле професси çинчен те шутламан эпĕ»,— тет Антонина Анатольевна.
1972 çулта вăл, 8 класс пĕтерсен, пĕр шутласа тăмасăрах пуçламăш классен учителĕ пулас ĕмĕтпе Канашри педучилищĕне çул тытнă. Тăрăшса вĕреннĕ, хушнă ĕçсене тирпейлĕн пурнăçланă. Общество ĕçне хастар хутшăннă, профсоюз комитетĕнче вăй хунă. Вĕренсе тухсан Комсомольски районĕн çутĕç пайĕн начальникĕ С.А.Коновалова çамрăк хĕре Нĕркеçри 8 çул вĕренмелли шкула направленипе янă. Учительсен туслă коллективĕ тин ĕçлеме пуçланă çамрăка нумай пулăшнă. Антонина Анатольевна чунне парса тăрăшнă, уроксем хыççăн килне васкаман, класс тулашĕнчи мероприятисене ирттернĕ. Пĕр çул ĕçленĕ хыççăн хăйĕн тăван тăрăхне, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн Çĕнĕ Сĕнтĕрти филиалне, ĕçлеме куçнă. Хăйĕн юратăвне те çак ялтах тупнă çамрăк хĕр, Николай Трофимовпа çемье чăмăртанă. Çĕнĕ Сĕнтĕр шкулĕ хупăнсан Хырай Ĕнел вăтам шкулне ĕçлеме куçнă.
Хастар учитель обществăлла ĕçре те ялан малтисен ретĕнче пулнă. Пропагандист та, суйлав комиссийĕн секретарĕ те, хĕрарăмсен совечĕн председателĕ те вăл. 2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне те хастар хутшăннă Антонина Анатольевна.
Унсăр пуçне ачаранах юрра-ташша ăста вăл. 30 çула яхăн «Кĕтне хĕрĕсем» ансамбльти иккĕмĕш сасса тытса пынă. Пĕр концерт та, ялти акатуй та вăл хутшăнмасăр иртмест. Пушă вăхăтра çыхма-тĕрлеме юратать учитель. Вăл ăсталанă япаласем илемĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе куçа илĕртеççĕ.
Туслă та ĕçчен мăшăрăн ачисем те маттур. Трофимовсем 3 хĕр пăхса çитĕнтернĕ, вĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Асли, Наташа, çемйипе Тюмень хулинче пурăнать. Алена мăшăрĕпе Шупашкарта тĕп-леннĕ. Кĕçĕнни, Марина, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУра чăваш филологи факультетĕнче ăс пухать.
Хăйĕн ачисемпе мăнукĕсем çеç мар, вĕренекенĕсем те юратаççĕ Антонина Анатольевнăна, пĕрле ĕçлекенсем ырă кăмăлĕшĕн, çынна яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн хисеплеççĕ. «Шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем уявсенче саламлă открыткăсем яни, ман çинчен манманни вара уйрăмах савăнтарать»,— тет педагог.
Источник: "Каçал Ен"