АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сертификатлă пулчĕç

14 марта 2012 г.

«Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх? Ача-пăча сасси лайăх», — тенĕ пĕр юрăра. Чăнах та, ачасемсĕр çемьере темскер çитмест пек: пÿрт пушă, кичем. Пирĕн çĕр-шывра çураласлăх пĕчĕк пулнă пирки патшалăх йышлă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшать. 2007 çулта пурнăçа кĕме пуçланă программа тăрăх Раççей Пенси фончĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене çуратакансене амăш капиталне парать.

Мартăн 6-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн, Пенси фончĕн районти управленийĕнче тепĕр 6 çемье сертификатлă пулса тăчĕ. Пуçтарăннисене район пуçлăхĕ Евгений Карпеев тата Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Сергей Горбунов ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç.

Савăнăçлă лару-тăрура Алсу Зейнетдинова, Надежда Оболонкина, Людмила Кузьмина, Любовь Мамуткина, Надежда Львова тата Алия Хамбикова сертификат илчĕç. Сăмах май, А.Хамбиковăна пирĕн районти 900-мĕш сертификат тивĕçрĕ.

Çамрăк аннесене вĕсен ĕç вырăнĕсенчен килнĕ представительсем саламларĕç, парнесем пачĕç. Юлашкинчен Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсем юрăсемпе савăнтарчĕç, савăк кăмăл парнелерĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика