АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă юрăçсем – районти сцена çинче

07 марта 2012 г.

 

Мартăн 1-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче ыр кăмăллăх концерчĕ пулчĕ. «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов йĕркеленипе сцена çине республикăри паллă юрă ăстисем тухрĕç. Культурăна юратакансем иккĕшне те аван пĕлме тивĕç. Вĕсем — Раççей халăх артисчĕ, оперăпа балет театрĕн солисчĕ Петр Заломнов тата Чăваш патшалăх академи симфони капеллин солисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Егоров. Юрăçсем чăваш, вырăс халăхĕсен, композиторсем кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç. РФ тата ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Васильев вара баянпа питĕ ăста вылярĕ. Чĕрĕ, илемлĕ, хăватлă сасăсемпе киленсе залра ларакансем хăйсем сисмесĕрех яшлăх сукмакĕ тăрăх утса тухрĕç, хирсемпе вăрмансен ытамне лекрĕç, вăрçă хирне çитсе килчĕç. Кĕвĕ-çемĕ чăнах та асамлă вăй панине туйса паллă артистсемпе пĕрле юрларĕç.

«Кĕмĕл сасă» фестиваль лауреачĕ, Чăваш культурăпа искусство институчĕн студенчĕ, Анат Тимĕрчкасси хĕрĕ Оксана Ласточкина та ăсталăхне çулсерен ÿстерсе пырать. Вăл шăрантарнă çепĕç юрăсене куракансем хапăлласа йышăнчĕç, алă çупса хавхалантарчĕç.

Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров поселени администрацийĕ иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсем тата кăçалхи плансем çинчен каласа пачĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

Мартăн 2-мĕшĕнче вара çакăн пек ăшă тĕл пулу Анат Тимĕрчкасси культура çуртĕнче иртнĕ. Ял çыннисене Петр Заломновпа, Владимир Егоровпа, Петр Васильевпа, Оксана Ласточкинапа пĕрле Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Ольга Лукова ентешĕмĕр те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Питĕ кăмăллă кану каçĕ йĕркеленĕшĕн уява пуçтарăннисем ентешлĕх правленине, унăн ертÿçине чунтан тав туса ăнăçу суннă, татах çакăн пек мероприятисем йĕркелеме сĕнÿ панă.

 

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика