07 марта 2012 г.
Валентина Яковлевна Абукинана Комсомольскинче пĕлмен çын çук та пулĕ. Ватти те, вĕтти те вăл иртсе пынине курсан чарăнса сывлăх сунаççĕ, сăмах хушса иртсе каяççĕ. Кун-çулĕ çăмăл килмен пулсан та Валя аппа пурнăçа юратакан, хаваслă çын.
Вăл 1937 çулта Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче колхозниксен çемйинче кун çути курнă. Ачаран инвалид пулнă май, мĕн пĕчĕкрен йывăрлăхсемпе кĕрешме вĕреннĕ. Шкулта пĕтĕм мероприятисене хутшăнма тăрăшнă, хастарлăхпа палăрнă. Пĕрле вĕренекенсем ăна хисепленĕ, мĕн те пулин тунă чухне унăн шухăшне яланах шута илнĕ.
Шкул хыççăн çамрăк хĕр ветеринара вĕренсе тухнă, Киров поселокĕнче, Çĕнĕ Сĕнтĕрте вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Комсомольски ял Советĕнче тăрăшнă. 40 çул ытла çынсемпе ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ. Пĕрле вăй хунисем ăна халĕ те ырăпа çеç аса илеççĕ, тĕл пулсан яланах сывлăхĕпе интересленеççĕ, ăшă чунлă çынпа калаçма та кăмăллă пулнине палăртаççĕ.
Темле йывăр пулсан та Валентина Яковлевна пĕчченех пĕр хĕрне ÿстерсе ура çине тăратнă, çын тунă. «Маншăн анне — чи çирĕп, чи вăйлă, хастар та пултаруллă çын, тĕлĕнмелле хĕрарăм. Мана ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма хал çитернĕшĕн тав тума сăмах та çитмĕ. Эпĕ аннепе чăннипех те мухтанатăп»,— тет ун çинчен хĕрĕ Эльза.
Халĕ те Валя аппа пушă лармасть, кил-çуртри ĕçсене пурнăçлать. Хĕрĕ час-часах дежурствăсенче ирĕн-каçăн пулнă пирки, мăнукне воспитани парас ĕçе те Валентина Яковлевна хастар хутшăнать, шкулти пухусене çÿрет, мăнукĕ мĕнле ĕлкĕрсе пынипе интересленет, хушма занятисем пирки калаçса татăлать. Йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă, мăнукне те хăюллă та çирĕп пулма вĕрентет.
Источник: "Каçал Ен"