АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн кукамай

07 марта 2012 г.

Манăн кукамай, Раиса Николаевна Свистунова, çуркуннехи уяв кунĕнче — мартăн 8-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вăл Комсомольски вăтам шкулĕнче библиотекарьте ĕçлеме пуçланă. Куçăмсăр майпа Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине пĕтернĕ.

Унтанпа 37 çул иртнĕ пулин те, вăл халĕ те хăйĕн юратнă ĕçĕнче вăй хурать. Ачасемпе вĕрентекенсем хисеплеççĕ библиотекаре, мĕншĕн тесен вăл таса чунлă, ырă кăмăллă, панă сăмахне тытма пĕлет. Час-часах тĕрлĕ мероприятисем ирттерет ман кукамай, конкурссене хутшăнать. Нумай вулакан çын темĕн те пĕлет тени ун çинчен каланă пекех туйăнать.

Манăн кукамайăн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем питĕ нумай. 1983 çулта вăл библиотека ĕçченĕсем хушшинчи социализмла ăмăртура лайăх кăтартусемпе палăрнăшăн премие тивĕçнĕ. 2004 çулта ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин, 2009 çулта Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.

Кукамай виçĕ ачине çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Елена — медицина ĕçченĕ, Алина Перекет банкĕнче вăй хурать, Татьяна Патăрьелĕнче тĕпленнĕ, бухгалтерта тăрăшать. Эпир, ачисемпе мăнукĕсем, кукамая питĕ юрататпăр.

«Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ. Ытларах вулăр, телевизор сахалтарах курăр»,— тет пире кукамай. Вăл — ăслă, тарăн пĕлÿллĕ çын. Çавăнпа та пулĕ, ун патне кÿршĕ-аршă, тус-юлташсем сĕнÿ-канаш ыйтма килеççĕ. Кукамай çынсемпе сăпайлă, çамрăксемпе — çамрăк пек, ватăсемпе ватă пек калаçать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика