07 марта 2012 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн малтанхи çурринче çуралнисене тĕлĕнмелле ăру теме пулать. Вăрçă витĕр тухса та хуçăлман вĕсем, чун илемне, шалти ăшăлăха çухатман. Пуçĕсене усман, ыррине шаннă, чăрмавсене çĕнтерме вăй çитернĕ. Шăпа ура хурсан та сиксе тăнă, малалла утнă. Хаваслăх, пурнăçа юратни пĕтĕмпех çĕнтерме пулăшнă вĕсене.
Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Олимпиада Петровна Спиридонован та (ялта ăна Нина аппа тесе чĕнеççĕ) çамрăклăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтне лекнĕ. Хутран-ситрен, аса илÿсен авăрне путать ватă, ассăн сывласа илет, иртнине куçĕ умне кăларса тăратать. Аса илмелли пурах çав кинемейĕн, 85 çул хушшинче тем те курнă, тем те тÿснĕ.
О.Спиридонова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче 1927 çулта çуралнă. Мĕн ачаран ĕçе кÿлĕннĕ. Вăрçă пуçлансан 14-ри хĕр ача сурăх ферминче ĕçлеме пуçланă. Ун чухне миçерине пăхса тăман, çитĕннисемпе танах ĕçлеме тивнĕ. 8 çул фермăра вăй хунă çамрăк хĕр. Ĕçченлĕхĕшĕн, вăрçă çулĕсенче тылра ырми-канми тăрăшнăшăн медальпе те наградăланă ăна.
1949 çулта вăл Шупашкара çул тытнă, пысăк çуртсене купаланă çĕрте штукатурта ĕçлеме пикеннĕ. Унтах Хирти Мăнтăр каччипе Василий Семенович Коноваловпа паллашнă, пĕр-пĕрне килĕштерсе часах çемье чăмăртанă вĕсем. 1956 çулта пурăнма яла куçса килнĕ, çамрăк мăшăр колхозра ĕçлеме пуçланă. Нина аппа уй-хир бригадинче, мăшăрĕ вара шоферта вăй хунă. Шел пулин те, Василий Семенович çамрăклах çĕре кĕнĕ. Виçĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлнă çамрăк хĕрарăм. Паллах, çăмăл пулман тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратма, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларма.
— Чунĕ кÿтсе килсен хаш сывлатчĕ те анне, куляннине пире кăтартас мар тесе ĕçе пикенетчĕ, хуйхине ĕçпе сиплетчĕ. Куççуль кăларса ларма вăхăчĕ пулман ун,— аса илет Нина аппан хĕрĕ Надя.
Колхоз ĕçне тухнипе çеç мар, килтисене те туса ĕлкĕрмелле пулнă: пахчана çумкурăкран тасатмалла, выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла, кил-çуртра тирпейлемелле. Паллах, ачисем шелленĕ амăшне, вăй çитнĕ таран пулăшнă. Хĕллехи вăхăтра та ирхи кÿлĕм колхозри тĕрлĕ ĕçсене çÿренĕ Нина аппа, каçхине вара арманта çăнăх авăртнă, йывăр михĕсене мĕн чухлĕ çĕклемен-ши? Штукатур ĕçне те пăрахман маттур хĕрарăм. Хирти Мăнтăр, Кĕçĕн Каçал, Хирти Явăш, Дубовка клубĕсене, Хирти Сĕнтĕр шкулне штукатурка тунă, хăйĕн ĕçне тирпейлĕн пурнăçланипе ялта çеç мар, районта та ырă ята тивĕçнĕ. Унăн тĕрлĕ медальсем, «Пилĕкçуллăхăн ударникĕ» паллăсем чылай, тăрăшуллă ĕçченĕн ятне районăн Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ.
75 çула çитичченех колхозра вăй хунă Нина аппа. Пурнăçне ĕçре ирттернĕ кинемей халĕ те пушă ларасшăн мар, ĕçчен алăсем валли ĕç тупăнсах тăрать: выльăх-чĕрлĕх пăхать, çулла пахчаран тухма пĕлмест, хĕлле ачисем, мăнукĕсем валли ăшă алсиш-чăлха çыхать.
Тепĕр чух тунсăх пусса килсен юрă тăсса ярать. Уçă та хитре сассипе пĕрин хыççăн теприне шăрантарса çамрăклăхне аса илет, чунне кантарать. Ун çине пăхсан нумай-нумай чăтса ирттернĕ çын тесе калаймăн. Яланах хаваслă вăл, йывăр шухăшсемпе пусăрăнса лармасть, чунĕнче темле тăвăл алхассан та çакна çиеле кăлармасть.
— Пирĕн анне пекки урăх çук тĕнчере. Эпир унпа чăнахах та мухтанатпăр, ун пек пулма тăрăшатпăр,— теççĕ Нина аппан ачисем ăна ăшшăн ыталаса.
Источник: "Каçал Ен"