07 марта 2012 г.
Эпир пĕчĕк чухне кашни килте тенĕ пекех темиçе ача ÿсетчĕ. Урама выляма тухсан тавралăх мĕн каç пуличчен шăв-шавпа тулатчĕ. Халĕ вара пачах урăх ÿкерчĕк. Çамрăк мăшăрсем пĕр-икĕ пепке çуратнипех çырлахаççĕ. Çакна пурнăç йывăр тесе сăлтавланипе пĕртте килĕшес килмест. Ял çынни хальхи пек чаплă нихçан та пурăнса курман.
Хăй вăхăтĕнче йышлă çемьере ÿснисем — халĕ паянхи çамрăксен ашшĕ-амăшĕ. Пысăк ушкăнăн çирĕп те паха йăласем пулнă: аслăраххисем кĕçĕннисене пăхнă, пĕчĕклех ĕç çумне çыпçăннă, çавăнпа киревсĕр те усал шухăшсем нихăшĕн пуçне те пырса çулăхман. Ÿссе çитнĕ ачасем малалла е вĕренме, е ĕçлеме кайнă. Çарта службăра пулассинчен каччăсем хăраса тăман.
Пирĕн аттепе пĕр тăван аппан, Асанкассинче пурăнакан Зоя Егоровна Калюкован (Петухова), ултă ывăлтан пиллĕкĕшĕ салтак пăттине çинĕ. Халĕ пурте çемйисемпе ача-пăча ÿстереççĕ. Тăватă хĕрĕ те пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă — кашниех мăшăрлă. Зоя аппан — 15 мăнук. Хаклă тăванăмăр яланах ырă, тирпейлĕ, ĕçчен анне пулнă, халĕ те çаплах. Яланах пепкесене юратнăскер, мăнуксем сахал тесе пăшăрханать.
Зоя аппапа Витали йысна хăйсен ачисене тăван яла юратма вĕрентсе ÿстернĕ, çавăнпах пулĕ виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлĕ çемйисемпе Асанкассинчех тĕпленнĕ, чаплă кил-çурт çавăрнă. Кĕçех тепĕр иккĕшĕ çуралнă тăрăха яланлăха таврăнасшăн.
Аппамăр ĕмĕрĕпех колхозра вăй хучĕ. Ĕлĕкрех бригада хĕр-арăмĕсем çавапа утă çулма чылайăн тухатчĕç. Зоя Егоровна, шап-шурă тумлăскер, — яланах карта пуçĕнче. Вăй-халĕпе тепĕр ар çынтан та ирттеретчĕ. Вăл нихçан та пушă вăхăт тесе алă усса ларман: вăрмана çырла-кăмпана, утта çÿренĕ, пахча çимĕç пайĕсене çумран тасатнă, çав вăхăтрах йышлă çемьене пăхса тăма та пултарнă. Унăн шкулта вĕренекен ачисем яланах таса çи-пуçпа çÿренĕ.
Юратса ÿстернĕ тĕпренчĕксем халĕ хăйсем амăшне чунтан саваççĕ, хисеплеççĕ. Çакăнтан хакли мĕн пултăр ватă çыншăн —хунямашăн, кукамайшăн, асаннешĕн? Кун çути кăтартнă ача-пăча пархатарне курса пурăнни Зоя аппана савăнăç кÿрет, пурнăçне илемлетет.
Источник: "Каçал Ен"