07 марта 2012 г.
Ачалăхăмăр чылай хыçа юлчĕ пулин те унăн ытарайми çутă саманчĕсем кашни кунах аса килеççĕ. Çак асамлă вăхăтăн пысăк пайĕ тăван шкулпа çыхăнни пурнăçра хăйне май тарăн йĕр хăварать. Паллах, парта хушшинче ларса пĕлÿ пухнă чухне кун пирки тарăннăн шухăшламастпăр. Каярахпа çеç, шкул сукмакне такăрлатма пăрахсан, чун унталлах туртнине туйса илетпĕр. Пĕрремĕш хут шкула лекнĕ куна, алла ручка-кăранташ тытса çырма, шутлама хăнăхнисене куç умне кăларса тăратсан халĕ кулăшла пек туйăнать. Утăм хыççăн утăм туса пĕлÿ тĕнчине утса кĕтĕмĕр, малалла çирĕппĕн кайрăмăр. Класри 20 ачаран вуннăшĕ пĕтĕм «5» паллăпа вĕренсе пынишĕн хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕре чун-чĕререн тав тăватпăр. Тамара Васильевна Салаева учитель пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех пулнă. Вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçланине хамăр ÿссе çитсен тин ăнланса çитрĕмĕр пулас. Вĕренĕве уроксем хыççăн та вĕçлес килмен. Киле кайма васкамастăмăрччĕ, алсиш-чăлха çыхма, тĕрĕ тĕрлеме, мĕн те пулин ăсталама юлас килетчĕ. Пĕчĕк чухне хамăр алăпа хатĕрленĕ япаласем халĕ те упранаççĕ. Пирĕнтен кашниех пĕр-пĕр номинацире çĕнтерÿçĕ пулса «медаль» илме тивĕçнĕ. Пур ачан та хăйне май пултарулăх пур. Тамара Васильевна çавна асăрхаса тупма пĕлетчĕ, малалла аталантарма тăрăшатчĕ.
Сăвă йĕркисем шăрçалама тăрăшнине епле тата манăн! Хăшĕ-пĕри халĕ те асрах:
Хăйĕн Тăван çĕр-шывне
Килчĕ шăнкăрч çуркунне.
Кăларсассăн чĕппине
Çитересшĕн ăманне.
Паллах, юратнă вĕрентекенĕмĕр хавхалантарса пымасăр пулайман ĕнтĕ вĕсем. Класри пур 20 шăпăрлан туслă пурăнаттăмăр, пур-çуккине пĕрле пайлаттăмăр. Тăван тавралăхăн илемĕпе киленсе экскурсисене, походсене çÿреттĕмĕр.
Т.В.Салаева пирĕнпе юнашар пулма вăхăтне нихçан та шеллемен. Çав вăхăтрах кил-тĕрĕшри ĕçĕсене тума та, пилĕк ачине вĕрентсе тĕрĕс воспитани парса ÿстерме те ĕлкĕрсе пынă. Тамара Васильевна пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Пурнăç илемне, савăнăçне туйса пурăнаканскер, паян та йĕлтĕр сырса ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухать, е тата К.Ивановăн «Нарспи» поэмине пĕтĕмĕшле пăхмасăр калама республика шайĕнчи конкурса хутшăнать... Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, ĕçченлĕх, сăпайлăх унра! Çакăн пек çынсем, учительсем, аннесем пуртан çут тĕнче илемлĕ, хаваслă.
Источник: "Каçал Ен"