АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх ыйтăвĕсене – уйрăм тимлĕх

07 марта 2012 г.

 

Нумаях пулмасть пирĕн района Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ĕçлĕ тĕл пулăва килсе çитрĕ. Администраци çурчĕн ларусен залне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем тата районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем пуçтарăнчĕç. Çавра сĕтел хушшинчи калаçу евĕр йĕркеленĕ тĕл пулура Сергей Владимирович 2011 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ, ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе пирĕн район республикăра аван ĕçлекенсен шутĕнче пулнине палăртрĕ. «Ял хуçалăхĕнче хаксем вылянни час-часах пулать. Пĕр-пĕр пахча çимĕçе нумай лартаççĕ — хак чакать, хак йÿннине кура тепĕр çул сахал лартаççĕ — вăл ÿсет. Улшăнусене чăтса ирттерсе лартмалли лаптăксене чакарас марччĕ»,— пĕлтерчĕ вăл. Пĕлтĕр, акă, тĕслĕхрен, çĕр улми япăх сутăннă. Унăн пысăк пайĕ халĕ те хранилищĕсенче упранать. Çапах çакă районти çĕр улми лаптăкĕсене чакармаллине пĕлтермест.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине виçĕм çул апат çителĕксĕр хатĕрлени япăх витĕм кÿнĕ. Çакна кура пĕлтĕр республикипе илсен сĕт сăвасси 1 процент, аш-какай туса илесси 6 процент чакнă. Кăçал ку енĕпе лару-тăру аванланмалла. Çанталăк условийĕсем лайăх пулнипе хуçалăхсем выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ, ăна урăх республикăри хуçалăхсенчен туянма тивмĕ.

Çавăн пекех Сергей Павлов нумаях пулмасть Ĕпхÿре иртнĕ Пĕтĕм Раççейри аграри форумĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, ял хуçалăхне аталантарас енĕпе тума палăртнă ĕçсем çинчен кĕскен каласа пачĕ, пуçтарăннисене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене ялсенче специалистсем çитменни, ĕç укçи пĕчĕкки, çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакĕ пысăк пулни уйрăмах пăшăрхантарни паллă пулчĕ.

«Пирĕншĕн никам та килсе пĕтĕм ĕçсене туса памасть. Хамăрăнах хуçалăха çирĕплетме, производствăна малалла аталантарма тăрăшмалла»,— пĕтĕмлетрĕ Сергей Владимирович. Патшалăх çак енĕпе май килнĕ таран пулăшу парасса палăртса хăварчĕ вăл.

Çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков ял хуçалăх ыйтăвĕсене тĕрлĕ енлĕн пăхса тухрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика