АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе чупакансем старта тухрĕç

03 марта 2012 г.

 

Февралĕн 23-мĕшĕнче Аслă Чурачăкра çуралса ÿснĕ СССР чемпионкине Вера Черновăна асăнса йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ку ăмăртăва районти вăтам тата тĕп шкулсенче вĕренекен йĕлтĕрçĕсем килсе çитрĕç.

Кунĕ çил-тăманлă пулчĕ пулин те, ăмăртакансем йĕлтĕр çулĕ çине тăчĕç. Физкультура учителĕ В.И.Плешков ăмăртăва йĕркелесе пычĕ.

Пирваях старта тĕп шкулсенче вĕренекен хĕр ачасем тухрĕç, çак ушкăнри арçын ачасем хушшинчи чупу та хĕрÿ иртрĕ. Дистанцире Р.Никифоровăпа (Аслă Чурачăк) И.Айнетдинов (Чĕчкен) — пĕрремĕш, А.Поляковăпа (Тăманлă Выçли) Д.Гайнуллов (Чĕчкен) — иккĕмĕш, А.Юнусовăпа (Чĕчкен) М.Белков (Хырхĕрри) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Вăтам шкулсенчи хĕр ачасенчен чи маттурри А.Макарова (Нĕркеç) пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Ф.Миначевăпа Л.Мухаметшина тивĕçрĕç. Арçын ачасенчен Н.Волков (Нĕркеç) — пĕрремĕш, С.Петров (Нĕркеç) — иккĕмĕш, К.Зубов (Аслă Чурачăк) виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Вăтам шулсен командисем хушшинче нĕркеçсем — пĕрремĕш, аслăчурачăксем — иккĕмĕш, шурутсем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Тĕп шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна чĕчкенсем, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене хырхĕррисемпе тăманлăвыçлисем тухрĕç.

Тăрăшса ăмăртни сая каймарĕ ачасен, çĕнтерÿçĕсем ăмăртуран Хисеп грамотисемпе тата медальсемпе кайрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика