АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара туслăн кайăпăр

03 марта 2012 г.

 

Нумаях пулмасть районти ача-пăча библиотекинче Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă «Туслăн çара кайăпăр» мероприяти иртнĕ. Ăна вăйă-конкурс евĕр йĕркеленĕ. Уява Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 5-мĕш «б» класс вĕренекенĕсене чĕннĕ (класс ертÿçи Н.В.Сереброва).

Библиотекарьсем вырăс çарĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç, ĕлĕк çар çыннисене епле вĕрентнине каласа пачĕç. «Хÿтĕлевçĕсем» тата «Çăлтăр» командăсене пайланса арçын ачасем тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç, хĕр ачасем айккинче вĕсене хавхалантарса тăчĕç.

Ыйтусем çине хуравласа вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне кăтартнипе çеç мар, вырăс çарĕ, çапăçу йăли-йĕркисем, çар ĕçĕн историйĕ çинчен нумай çĕнни пĕлчĕç. Тавçăрулăх, çивĕчлĕх кăтартса арçын ачасем хăйсем çĕр-шыв хÿтĕлевçисем пулма тивĕçлине çирĕплетрĕç.

Конкурсра туслăх çĕнтерчĕ, хутшăнакансене парнесем парса хавхалантарчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика