АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илмелĕх пур пулсан ĕмĕр ахаль иртмен

03 марта 2012 г.

Кашни кун почтальон килессе чăтăмсăррăн кĕтет Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Арсентий Кокорев. Акă паян та вăл килнине курсан урама тухса тăчĕ, çĕнĕ хаçатсемпе паллашма васкарĕ. «Хыпар», «Хресчен сасси», «Каçал ен» хаçатсене çырăнса илет вăл, районта, республикăра мĕн пулса иртнине пĕлсех тăрать. Кăçал 80 çул тултарчĕ пулин те, куçлăхсăрах вулать. Сасартăк хаçатра палланă сăн курăнса кайрĕ, пĕрле выляса ÿснĕ тус-юлташĕ çинчен çырнă иккен. Ун çинчен çырнине вуласа аса илÿсен авăрне путрĕ ватă, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне йĕркипе куçĕ умне кăларса тăратрĕ.

...Арсентий Семенович 1932 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăл 9 çулта чухне нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕнĕ, Аслă Отечествăлла вăрçă пуçланнă. Мĕн пур вăй питти ар çынсене вăрçа илсе кайнă. Кокоревсем те айккинче тăрса юлман, çемье пуçĕпе икĕ ывăлĕ çĕр-шыва хÿтĕлеме вăрçă хирне тухса утнă. Арсентийĕн ашшĕ каялла таврăнайман, ют çĕрте ĕмĕр-лĕхе куçĕсене хупнă. «Аннепе алăри ачапа (йăмăкпа) тăрса юлтăмăр. Çамрăклах терт-асапне курмалла пулчĕ, çимелли те, çие тăхăнмалли те çукчĕ. Хиртен шăннă улма пуçтарса крахмал туса, çарантан ут кăшкар пуçтарса килсе пĕ- çерсе çиеттĕмĕр»,— аса илет мучи.

Ялти шкулта 5 класс пĕтернĕ хыççăн тÿрех малалла вĕренме май килмен. Вăрçă чарăнсан вара каçхи шкулта ăс пухма пуçланă. Кăнтăрла кунĕпе хирте ĕçленĕ, каç пулсан шкулалла утнă.

1949 çулта 17 çулхи каччă район хаçачĕн редакцине ĕçлеме кĕнĕ. «Ун чухне хаçат кăларма хальхи пек пулман вĕт. Çапса пĕтерсен хамăрăнах почтăна леçсе памаллаччĕ тата»,— пĕлтерет вăл иртнĕ кунсене куç умне кăларса тăратса.

1952 çулта Арсентий салтак тумне тăхăнать, 4 çул службăра тăрать, хăйне шанса панă тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама тăрăшать. Салтакра чухне ăна малтан авиамеханика вĕрентеççĕ, унтан Фрунзери (халь Бишкек хули) авиаци училищине самолетсене вĕçеве хатĕрленĕ çĕре яраççĕ. «Çавăнта пирĕн ентеш Андриян Григорьевич Николаев вĕренетчĕ. Вăл космонавт пулса çÿллĕ тÿпере вĕçсе тĕнчипе паллă çын пулса тăрасса ун чух шутлама та пултарайман»,— тăсать сăмахне Арсентий Семенович.

Салтакран таврăнсан вăл Канашри механизаци шкулне пĕтерет, тăван колхозра ĕçлеме пикенет. 40 çул руль умĕнчен пăрăнман хастар механизатор, пенсие кайсан та хурçă утпа çÿреме пăрахман. Ĕçне кура — хисепĕ, теççĕ. Арсентий Семеновичăн тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне асăрхаса ăна пĕрре çеç мар медальсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. 1973, 1974, 1976 çулсенче вăл «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсене тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе, Аполинарияпа, 5 ача çитĕнтернĕ, вĕрентсе кăларса ура çине тăратнă. Халĕ вĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ. Анатолий, ашшĕ пекех, механизатора вĕренсе тухса чылай çул «Сельхозхиминче» экскаваторпа ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра автомашинăпа çÿрет. Наташăпа Любаша «Рябинушка» ача садĕнче вăй хураççĕ. Надежда Комсомольскинчен аякрах мар вырнаçнă кафере тăрăшать. Шел пулин те, Арсентий Семеновичăн мăшăрĕпе кĕçĕн хĕрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕç.

Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн А.Кокорев тĕрлĕ статьясем çырассипе интересленсе кайнă, вĕсене хаçатсене ярса панă. Унăн хайлавĕсем «Каçал енре» час-часах кун çути кураççĕ. Паянхи кун та Арсентий Семенович хаçатпа тачă çыхăну тытать, чăн-чăн хаçат тусĕ теме пулать ун пирки.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Арсентий Кокоревăн «Пурнăç çулĕ такăр мар» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта тĕрлĕ çулсенче хаçатсенче тухнă статьясене пухса кăларнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика