АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри газовиксем «Кĕтне» ФСКра ăмăртрĕç

03 марта 2012 г.

«Çирĕп ÿт-пÿре — çирĕп вăй-хал», теççĕ халăхра. Коллективри çынсем спортпа туслă пулни ĕçре те пулăшса пырать. Çавăнпах пуль «Чувашсетьгаз» ОАО дирекцийĕ тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем тăтăшах йĕркелет, ĕçченсен сывлăхне çирĕплетме майсем туса парать. Февралĕн 25-мĕшĕнче «Чувашсетьгаз» тытăмĕнче ĕçлекенсен хĕллехи спартакиади Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртрĕ. Унта кашни филиалтанах командăсем килсе çитнĕ. Спортăн 3 енĕпе тупăшрĕç: шывра ишессипе, волейбол вăййинче тата йĕлтĕрпе чупассипе. Кашни енĕпех ăмăртусем питĕ хĕрÿ иртрĕç, профессиллĕ спортсменсенчен пĕрре те кая мар иккен ку тытăмра тăрăшакансем.

Йĕлтĕрпе чупас енĕпе «Канашмежрайгаз» филиал ĕçченĕсем мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — «Новочебоксарскмежрайгаз» тата «Чебоксарыгоргаз». Шывра ишессипе çĕнĕшупашкарсем чи маттуррисем пулнă. Управлени тата «Вурнарымежрайгаз» иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Волейбол вăййинче вара Управлении ĕçченĕсене çитекенни пулма- рĕ. «Новочебоксарскмежрайгазăн» — кĕмĕл, «Моргаушимежрайгазăн» — бронза медальсем.

Спартакиадăн пĕрлехи пĕтĕмлетĕвĕсемпе «Новочебоксаркмежрайгаз» филиал команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — «Чувашсетьгаз» управленийĕн ĕçченĕсем, «Вурнарымежрайгаз» вара виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов çакнашкал мероприятисем коллектива ытларах туслашма, пĕр-пĕрне аванрах пĕлме, кашнин пултарулăхне уççăн курма май панине палăртрĕ.

Республикăн кашни районĕнченех килнĕ хăнасем «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче хăйсене питĕ килĕшнине, кунта спорт вăййисем ирттерме пĕтĕм услови пуррине çирĕплетрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика