03 марта 2012 г.
Комсомольски районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр 2012 çулта та ачапа ларакан амăшĕсене декретлă отпуск вăхăтĕнчех вĕренме, квалификацие ÿстерме май пуррине аса илтерет. Енчен те сирĕн пепкĕр 3 çула çитмен, эсир çак отпуск хыççăн ĕçе таврăнма палăртатăр пулсан, патшалăх программипе усă курса квалификацие ÿстерме е çĕнĕ специальность илме пултаратăр. Çакă ĕç рынокĕнчи çивĕч лару-тăрăва аванлатас тĕллевпе йышăннă ятарлă программа. Ку мелпе ĕçсĕррисем те, ачапа килте ларакан, çывăх вăхăтра малтан ĕçленĕ предприятирех ĕçлеме палăртакансем те усă кураяççĕ. Сирĕншĕн вĕренÿ тÿлевсĕр пулĕ, тата вĕреннĕ вăхăтра уйăхсерен стипенди тÿлеççĕ.
2012 çулта бухгалтерсен, экономистсен, суту-илÿ ĕçченĕсен «Оператор АСБУ «1С Предприятие. Версия 8», «Оператор АСБУ «1С Управление торговлей. Версия 8», дизайнерсен CorelDraw, Photoshop, 3D-Max программăсене алла илме май пур. Çавăн пекех повар-кондитер, персоналпа ĕçлекен менеджер, çĕвĕç, заправкăра ĕçлекен оператор, руководитель секретарĕ тата ытти специальноçсене те вĕренме пулать.
Тĕплĕнрех 5-13-79 телефонпа шăнкăравласа е Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пырса ыйтса пĕлме пулать.
Источник: "Каçал Ен"