АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла килекенсене хавхалантарма – 1 миллион тенкĕ

03 марта 2012 г.

Çамрăксене яла ĕçлеме килме хавхалантаракан «Земски тухтăр» программа пурнăçа кĕме пуçларĕ ĕнтĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялсене ĕçлеме кайма шут тытнă 35 çул тултарман врачсене федераци бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ параççĕ. Февралĕн 29-мĕшĕнче черетлĕ 5 çын çак укçана тивĕçни çинчен калакан сертификатлă пулса тăчĕç. Вĕсен хушшинче пирĕн районта ĕçлеме кăмăл тунă Ильгамия Адиева та пур.

Ильгамия Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачаран медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕскер, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă. «Эпĕ пĕр вăхăтрах коопераци институчĕн экономика факультетне кĕме те заявлени çырнăччĕ. Çапах врач пулас ĕмĕт çĕнтерчех»,— пĕлтерет Ильгамия Ризовна.

Вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк специалист тĕрлĕ хуласенче ĕçленĕ, 2011 çулхи апрель уйăхĕнче вара тăван ене таврăннă, Комсомольски тĕп больницинче пĕтĕмĕшле практика врачĕнче вăй хума пикеннĕ. «Университетра пĕр ушкăнра вĕреннисем пурте хуласенче ĕçе вырнаçнă. Мана вара темшĕн тăван тăрăх илĕртет. Тăван ялти ĕç те чуна çывăхрах пек туйăнать»,— тет И.Адиева.

Халĕ Ильгамия мăшăрĕпе тата 2 ачипе ашшĕ-амăшĕ патĕнче пурăнать. «Земски тухтăр» программăпа паракан 1 миллион тенке вăл çурт купалас е хваттер туянас çĕре яма палăртать. Çамрăк çемьене уйрăм пурăнмалли кĕтес кирлех, тесе шутлать вăл. «Вĕренсе пĕтерсен пурин умне те йывăр ыйтусем сиксе тухаççĕ: ăçта пурăнмалла, тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ ăçта тупмалла. Ку программа çак енчен тин диплом илнĕ специалистсене питĕ пысăк пулăшу парать»,— пытармасть шухăшне Ильгамия Ризовна.

Çамрăк тухтăра больницăн тĕп врачĕ И.Ефремова та лайăх енчен çеç хаклать, ăна чирлисем ялан ырăпа асăннине, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлсе туса пыракансен шутне кĕртнине палăртать.

Инна Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, районти тĕп больницăра кадрсем çитмеççĕ. Пенси çулне çывхаракансем чылай, çавăнпа та вĕсен вырăнне йышăнмалли специалистсен çĕнĕ ăрăвне хатĕрлемелле. «Паянхи кун больница 10 çамрăк ĕçчене йышăнма хатĕр. Хальлĕхе виççĕн çеç заявка панă-ха. Çавăнпа та килĕр, хапăлласах йышăнатпăр»,— тет И.Ефремова. «Земски тухтăр» программа пулăшнипе кадрсен дефицичĕ пĕтессе шанать тĕп врач.

Сăмах май, республикăпа илсен вакансисен шучĕ 243-пе танлашать. Программăна хутшăнма 102 çын заявка тăратнă та ĕнтĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ — кăçал интернатура, ординатура тухакансем, алла диплом тин илекенсем. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министерствин пресс-секретарĕ С.Карикова пĕлтернĕ тăрăх, заявленисем памалли тапхăр вĕçленмен-ха. «Земски тухтăр» программăна хутшăнма кăмăл тăвакансен 2012 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕччен заявка тăратма юрать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика