АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав кунĕ çывхарать

29 февраля 2012 г.

Çĕр-шыв ертÿçине палăртмалли кунччен çур эрне çеç юлчĕ. Республикăри тĕп, участоксенчи суйлав комиссийĕсенче питĕ хĕрÿ тапхăр пырать: суйлавçăсен списокĕсене тĕрĕслеççĕ, улшăнусем кĕртеççĕ, сасăлав иртекен вырăнсене йĕркелеççĕ, видеокамерăсем лартса пĕтернĕ, кабинăсем вырнаçтараççĕ. Нумаях пулмасть çаксем пирки Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Николай Александрович Белков каласа пачĕ.

— Суйлава районти 22245 çын хутшăнма тивĕç, вĕсенчен пĕрремĕш хут суйлава хутшăнакан çамрăксем — 107. Районта 43 суйлав участокĕ йĕркелерĕмĕр. Суйлав комиссийĕсенче çав кун 231 çын ĕçлĕ. Кашни суйлав участокĕнче 2-шер видеокамера вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри суйлав участокне пĕтĕмĕшле — бюллетеньсем паракан тата сасăлавçăсен списокĕпе ĕçлекен вырăнсене сăнама май парать. Тепри вара урнăсене кăтартать, каярахпа – бюллетеньсене шутланине. Асăннă оборудование вырнаçтарнă (ку енĕпе «Ростелекомра» тăрăшакансем ĕçленĕ) чухне сасăлав вăрттăнлăхне сыхласа хăвармаллине те шута илнĕ. Программа-аппарат комплексĕсене хăрушсăрлăх тĕллевĕпе ятарлă ещĕке — вандалсем аркатайманнине — хунă. Суйлав комиссийĕсен йышĕнчи икĕ çынна ку оборудованипе мĕнле ĕçлемеллине вĕрентнĕ.

Россия Президенчĕн суйлавĕ епле пынине он-лайн мелĕпе сăнас текенсен РФ Тĕп суйлав комиссийĕн сайтне кĕрсе регистрациленмелле, трансляцие пăхмашкăн логин тата пароль илмелле, хăйсене кăсăклантаракан участоксен переченьне палăртмалла. Çак ĕçсене мартăн 4-мĕшĕччен пурнăçламалла. Çав кун Раççейре суйлав мĕнле иртнине Интернетпа 25 миллионран кая мар çын пăхĕ тесе шутлаççĕ. Веб-камерăсемпе харăсах 1,2 млн çын çыхăнма пултарать. Вĕсен хушшинче, паллах, пирĕн районта пурăнакансем те пулĕç.

Енчен те суйлав правиллĕ çын мартăн 4-мĕшĕнче вăл е ку сăлтавпа сасăлава хутшăнма пултараймасан — урăх çĕрте сасăлама ирĕк паракан (открепительные) удостоверени илме пултарать. Çав удостоверенисемпе февралĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти 1330 суйлавçă усă курма йышăнчĕ.

Пурне те пĕлме. РФ Президенчĕ пулма тăратнă кандидатсем 5-ĕн, вĕсем: Владимир Владимирович Путин, Сергей Михайлович Миронов («Справедливая Россия»), Владимир Вольфович Жириновский («ЛДПР»), Геннадий Андреевич Зюганов («КПРФ»), Михаил Дмитриевич Прохоров (кандидатурине хăй тăратнă).

Мартăн 4-мĕшĕнче пурне те суйлав участокĕсенче кĕтетпĕр. Пирĕн тăван çĕр-шыв аталанăвĕ суйлавçă мĕнле сасăланинчен нумай килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика