АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăк юрă-кĕвĕпе сыв пуллашрăмăр хĕлпе

29 февраля 2012 г.

Кашни çулах пирĕн район çыннисем Вырăс хĕлне савăнăçлă лару-тăрура ăсатса яма район центрне пуçтарăнаççĕ. Ытти çулсенче уява март уйăхĕн пуçламăшĕнче ирттерекенччĕ пулсан, кăçал ăна иртерех йĕркелеме, çăварни эрнин юлашки кунĕнче хĕлпе сывпуллашма йышăнчĕç.

Çапла, иртнĕ вырсарни кун çил-тăман айăн-çийĕн çавăрттарнине пăхмасăр район центрне çынсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Мероприятие район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Михаил Афанасьев уçрĕ, пуçтарăннисене савăк кăмăл сунчĕ. Унтан район пуçлăхĕ Евгений Карпеев уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕ.

Малалла район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков сăмах илчĕ, ырлăх-сывлăхпа телей сунса сивĕ хĕле хаваслăн ăсатса яма сĕнчĕ.

Ун хыççăн «Кĕтне» кафе умĕнче туса лартнă вăхăтлăх сцена çинче савăнăçлă концерт пуçланчĕ. Вырăс халăх тумĕсене тăхăннă, вăрăм çÿçеллĕ çăварни тутăрĕсем çыхнă культура тытăмĕн ĕçченĕсем пуçтарăннисене савăк кăмăл парнелесе юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç. Уяв хĕрсе пынă май, тĕрлĕ ял поселени-йĕсен артисчĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Куракансем те чăтса тăраймарĕç, ташша ячĕç.

Çăварнин авалтан пыракан йăли — çуллă икерчĕсем пĕçересси. Райпо тытăмĕнче ĕçлекенсем, уйрăм сутуçăсем, «Поддержка» АУО патшалăх страхлакан компанин тата «Комсомольск-Согласие» ял хуçалăх потребитель кредит кооперативĕн ĕçченĕсем пуçтарăннисене икерчĕ тутанма, сăмаварти вĕри чейпе сăйланма сĕнчĕç. Унсăр пуçне кĕпе-тумтирпе, апат-çимĕçпе суту-илÿ тăвакансем те пулчĕç.

Çуна кÿлнĕ илемлетнĕ лашасемпе катаччи чупни уява тата та ытларах хаваслăх кĕртрĕ. Ватти те, вĕтти те кăмăл туличчен савăнчĕç.

Вырăс хĕлне ăсатасси спорт ăмăртăвĕсемсĕр иртменни пурне те паллă. Район çыннисем тĕрлĕ тупăшура хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç.

Кире пуканĕ йăтас енĕпе ирттернĕ турнир Каçал тăрă-хĕнче пăхаттирсем чылай пулнине çирĕплетсе пачĕ. Тупăшу икĕ ушкăнра та хĕрÿ иртрĕ. Арçын ачасем хушшинче 24 килограмлă икĕ кире пуканне икĕ алăпа харăс 27 хут çĕклесе В.Дяткин çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Д.Самуков — иккĕмĕш, В.Краснов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ар çынсем хушшинче В.Калашникова çитекенни пулмарĕ. Пĕр тăван Иванпа Александр Гавриловсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Армспорт енĕпе те ăмăртăва чылайăн хутшăнма кăмăл турĕç. Кунта та В.Дяткин çĕнтерĕве алăран ямарĕ, чи вăйли пулнине кăтартса пачĕ. А.Гаврилов — иккĕмĕш, И.Гафуров виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Шашка хăми умĕнче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне В.Голубев тивĕçрĕ. В.Смирнов — иккĕмĕш, А.Гаврилов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Çавăн пекех волейбол, хоккей вăййисене кăмăллакансем те çак кун ăмăртăва хутшăнса ăсталăхне кăтартма пултарчĕç, чи пултаруллисем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

Пур ăмăртура палăрнисем те Хисеп грамотисене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Сивĕ хĕле ăсатма йĕркеленĕ уява хутшăннисем чун каниччен савăнчĕç, мероприяти пурин кăмăлне те кайнине палăртрĕç.

Çил-тăман алхасни пĕрре те кăмăлсене пăсмарĕ. Таврара çуркуннехи савăклăх туйăнса тăчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика