29 февраля 2012 г.
Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев февралĕн 27-мĕшĕнче Шупашкара килни кунта РФ Патшалăх Канашĕн президиумĕн çĕр-шывра талантлă ачасемпе çамрăксене патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене сÿтсе явассине халалланă ларăвĕ иртнипе сăлтавланнине кура визит программинчи тĕл пулусем те çак темăпах çыхăннă. Дмитрий Анатольевич «ЭКРА» НПП» ОООра, тĕп хулари 5-мĕш гимназире пулнă, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа курнăçса калаçнă.
Пултаруллă ачасемпе çамрăксене тĕрев парасси Дмитрий Медведевпа Михаил Игнатьев тĕл пулăвĕнче те тĕп тема пулнă. Чăваш Енри 503 шкулта паян 128 пин ача пĕтĕмĕшле пĕлÿ илет. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсама кăçал иртнĕ çулхинчен виçĕ хут нумайрах укçа уйăрма палăртнă. Ялсенчи шкулсенче кадрсен дефицичĕ пур пулин те, ку ыйту ытти регионти пек çивĕч мар.
Михаил Васильевич республикăри виçĕ муниципалитетра садике çÿремен ачасен ашшĕ-амăшне уйăхсерен 4330 тенкĕ пособи тÿленине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр республикăра 8 ача сачĕ тума пуçланă. Çитес 3 çулта 25 ача сачĕ хута ярса садиксенче вырăн çитменнине татса па расшăн.
Дмитрий Медведев республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса мĕнлерех пулăшнипе те кăсăкланнă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, 2008 çулхипе танлаштарсан тĕрлĕ бюджетран çак сфера валли уйăракан патшалăх пулăшăвĕн виçи 8,5 хут пысăкланнă. Республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,5 хут пĕчĕкленнĕ — 1,2 процент. ЧР Пуçлăхĕ çак туртăма упраса хăварма шантарнă.
— Тема çĕнĕ мар, — тенĕ ПК президиумĕн ларăвне уçса Дмитрий Медведев, — эпир ăна Патшалăх Канашĕнче сÿтсе явнăччĕ. Ĕç ушкăнĕ çамрăк талантсене тупса палăртмалли концепци хатĕрленĕ, ăна пĕрле сÿтсе явмалла, халăхпа тишкермелле. Чи кирли – мĕн пур ачана хăйсен пултарулăхне аталантармалли майсем туса парасси. Патшалăхăн çакăн валли условисем йĕркелемелле. Çакă талантсене çĕкленме пулăшĕ, вĕсем вара çĕр-шыва лидер пулма май парĕç. Чăваш Енре çак енĕпе тунă аван утăмсем пур.
Калаçăва пĕтĕмлетсе Дмитрий Медведев талантсене пулăшассин пĕлтерĕшĕ пысăкки çинче чарăнса тăнă, тивĕçлĕ концепцие тишкерме вăхăт панă. Анчах вăл малашнехи ĕç никĕсĕ пулса тăрасси инçе мар ĕнтĕ — çывăх вăхăтрах йышăнĕç, пурнăçлама тытăнĕç.
Источник: "Каçал Ен"