АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма – семинар

25 февраля 2012 г.

2009—2010 çулсемпе танлаштарсан, 2011 çул вĕлле хурчĕ усракансемшĕн питĕ ăнăçлă пулчĕ. Тăрăшса ĕçлекен утарçăсем вĕлле пуçне 40—45 килограмм пыл илчĕç. Районти вăтам кăтарту вара 20 килограмм таварлă пылпа танлашать. Обществăлла утарсенче кăтартусем унтан кăштах каярах. Вĕлле хурчĕсем уйăрас кăтарту 110 процентпа танлашрĕ. Урăхла каласан, ăна çакăн пек ăнланмалла. Чылай вĕлле пĕрре кăна мар, икĕ рой уйăрса кăларма пултарчĕ.

Çĕнĕ çăвăр хурт çемйипе нумай çамрăк хурт тухать, çавна пула вĕсен вăйне çĕнĕ карас туртма лайăх усă курмалла. Çĕнĕ карас хурт çемйине сывă тытса пыма пулăшать, тĕрлĕ чир-чĕрсенчен сыхлать.

Çуркунне çитсе пынă май, утарçăсен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Аялти летокра вилнĕ вĕлле хурчĕсем нумайланнă пулсан, вĕсене питĕ асăрханса, сас сахалтарах туса тасатса илме сĕнетĕп. Мĕншĕн тесен çуркунне вĕлле хурчĕсене таса сывлăш ытларах кирлĕ. Ăшă ен ăрăвĕн вĕлле хурчĕсен амисем çăвăр иртерех сапма пуçлаççĕ. Вĕсемшĕн те таса сывлăш питĕ паха.

2011 çулта пыл илес енĕпе юнашар вырнаçнă регионсенче тата аванрах кăтартусем пур: Чĕмпĕр, Самар, Саратов, Волгоград облаçĕсенче, Тутарстан, Пушкăртстан Республикисенчи тата Мускав облаçĕнчи утарсенче пыл пухасси вăрманта вырнаçнă утарсенче сахалтарах, хирте — кăтартусем пысăкрах.

2011 çулхи октябрĕн 6–11-мĕш кунĕсенче Ярославльте Пĕтĕм тĕнчери хурт-хăмăрçăсен иккĕмĕш форумĕ пулса иртрĕ. Унта 200 çын ытла хутшăнчĕ. Пирĕн çĕр-шыври, 34 регионтан тата Беларуç, Великобритани, Итали, Литва, Польша, Серби, Финлянди, Украина, Узбекистан, Чили çĕр-шывĕсенчен хутшăнчĕç.

Чăваш Енрен 3 çынран тăракан делегаци кайрăмăр. Çĕр-шыври нумай хурт-хăмăр ăстисемпе, ученăйсемпе паллашма май пулчĕ.

Февралĕн 28-мĕшĕнче 10 сехетре Патăрьел райадминистрацийĕн актовăй залĕнче хурт-хăмăр усракансен семинар-канашлăвĕ пулать. Унта çак пысăк форум пирки тĕплĕн каласа пама палăртнă. Кăнтăр районĕсенчи хурт-хăмăр усракансене хапăл туса йышăнаççĕ.

Пирĕн çĕр-шывра тата тĕнче шайĕнче хурт-хăмăр енĕпе мĕнле улшăнусем пуррине пĕлме интереслĕ пулĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика